10 ноября 2012 г.
Сывлăх сыхлав сферинче юлашки çулсенче чылай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕчĕ. Маларах «Сывлăх» нацпроектпа, халĕ акă сывлăх сыхлавне модернизацилессин программипе килĕшÿллĕн пулса пырать çак ĕç. Кăçал, сăмахран, пĕчĕк ялсенче пĕрремĕш пулăшу паракан уйрăм хуçалăхсем йĕркелесе ярассипе тăрăшрĕç. 2013–2015 çулсенче акă Чăваш Енре модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртаççĕ. Ку та модернизаци программипех çыхăннă. Пирĕн района çак çĕнĕлĕхсем, улшăнусем мĕнле пырса тивеççĕ-ха; Районти тĕп больницăн тĕп врачĕпе В. Даниловпа ирттернĕ калаçу шăпах çакăн пирки пулчĕ.
– Владислав Григорьевич, пирĕн район асăннă программăна хутшăнать-и; Районта ялсем чылаййине кура тен пĕр-пĕр ялта çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕ тума та планланă пулĕ;
– Районта паянхи куна 37 фельдшерпа акушер пункчĕ. Вĕсене юсаса тытса тăрасси те пирĕн çинче. Юлашки çулсенче Оринин, Çатракасси, Йÿçкасси тата Чуманкасси ял тăрăхĕсем «Комплекслă компактлă застройка» программăна ăнăçлă хутшăнма пултарнăран çав ял тăрăхĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене те юсама май килчĕ.
Хальхи вăхăтра виçĕ ФАП-ра фельдшер çитмест. Вомпăкассипе Шупуçĕнчи пунктра пĕр çын ĕçлет. Кăпасри тата Ваçкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекен фельдшерсем çук. Апла пулин те çынсем çак ФАП-сене хупаççĕ тесе калаçни сăлтавсăр тесе шутлатăп. Вĕсене хупма шутламастпăр. Тÿрĕ кăмăллă та тăрăшуллă специалистсем тупăнмаллах.
Программа пирки калас пулсан, паллах, пирĕн район унтан айккинче тăрса юлма пултараймасть тесе шутлатăп. Халĕ вара республика Пуçлăхĕ Указа алă пуснă хыççăн вăл пурнăçланасси пирки иккĕленÿ те пулмалла мар. Эпир çак программăна хутшăнса Шомикра фельдшерпа акушер пункчĕ тума тăрăшăпăр. Ку ыйтупа Сывлăх сыхлав министерствинче пултăм, ятарлă калаçу пулнă хыççăн заявка тăратрăмăр. Тата районти тепĕр виçĕ ФАП-а, вĕсем кивĕ çуртсенче вырнаçнăран, май тупса çĕнĕрен тума та заявкăсемпе тухрăмăр.
Хăш-пĕр фельдшерсем 5–6-шер ял пăхса тăраççĕ. Паллах, унта çитсе çитерме те питĕ йывăр. Çавăнпа та министерствăра фельдшерсене хавхалантарасси пирки те калаçусем пыраççĕ. Тен вĕсене машинăпа тивĕçтермелле те тăвĕç – вăхăт кăтартĕ.
Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене вара, вĕсем районта 10, эпир пурне те машинăпа тивĕçтерме майсем тупрăмăр. Ку ĕçре пире пысăк пулăшу панă республикăри стоматологи больницин тĕп врачне Вячеслав Бычкова тата республикăн патшалăх технадзорăн тĕп инженер инспекторне Владимир Димитриева, «Агропромснаб» пĕрлешĕве питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
– Нумаях пулмасть республикăра медицина сферипе çыхăннă «домовое хозяйство» текен ăнлав сарăлчĕ. Владислав Григорьевич, çак тĕлĕшпе районта ĕç-пуç мĕнлерех пырать; Медицина пулăшăвĕчченхи пулăшупа тивĕçтерекен уйрăм хуçалăхсем йĕркеленчĕç-и;
– Чăваш Енре пĕтĕ-мĕшле практика врачĕн офисĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем çынсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине пахалăхлă тума май параççĕ. Анчах та вĕсене кашни ялта йĕркелесе тытса тăма май çук. Тĕрлĕ лару-тăрура пĕрремĕш пулăшу парасси вара инçетре вырнаçнă кашни ялтах пулмалла. Çавăнпа та сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн 100 çынтан сахал пурăнакан ялсенче малтанхи пулăшу паракан ятарлă кил хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ. Çакăн пек кил хуçалăхĕ ялта пурăнакан çынсене медицина пулăшăвĕчченхи пĕрремĕш пулăшу паракан хуçалăх пулса тăрать.
Пирĕн районта çакăн пек 10 кил хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Вĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Кашни кил хуçалăхне фельдшерпа акушер пункчĕпе, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕпе, участок врачĕпе е тĕп больницăпа çыхăнма кĕсье телефонĕпе тивĕçтертĕмĕр, счет çине малтанласа 200-шер тенкĕ хурса патăмăр. Çапла вара çак кил хуçалăхĕнчен медицина ĕçченĕсене е васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнсе илме меллĕ пулать. Çак кил хуçалăхĕнче çынсене пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтерме ятарлă хатĕрсен сумкипе тивĕçтертĕмĕр. Хальлĕхе ку ыйтăва больница хăй çине илчĕ, малашне вара ял тăрăхĕсем те пуçаруллă пуласса шанас килет.
– Ялта пурăнакан çынсене пĕрремĕш пулăшу пама хăй çине ответлăх илекен çыннăн медицина пĕлĕвĕ пулмалла-и;
– Çак ĕçе пурнăçлама çирĕплетнĕ çынсем виçĕ кун хушши ятарлă курссенче те вĕренсе килчĕç. Пирĕн районти 10 çынран 9-шĕ медицина пĕлĕвне илнĕскерсем, çавăнпа та ку тĕлĕшпе ыйту та тухса тăмасть. Кун пек çынсем медицина пĕлĕвне илменнисем те пулма пултараççĕ. Çавăнпа та эпир медицина пулăшăвĕ пирки мар, пĕрремĕш пулăшу пирки калатпăр. Çак çыннăн пурнăçламалли пĕрремĕш ĕçĕ вăл – васкавлă пулăшу е ятарлă служба ĕçченĕсем çитиччен пĕрремĕш пулăшу парасси, кайран вĕсене чĕнесси.
Ял-йыша пĕрремĕш пулăшу пама килĕшнĕ çынсене ятарласа вĕрентнĕ: тĕрлĕ инкек-синкекре, мĕн те пулин ыраттарсан, наркăмăшлансан, юн юхать пулсан, ÿте пĕçертсе ярсан, электричество токĕ çапсан, шыва путсан, ÿте шăнтса ярсан, сывлав çулĕсене мĕн те пулин лексен тата çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан ытти лару-тăрура мĕнле пулăшу парассине.
– Муркаш районĕнчи хăш ялсенче çакăн пек кил хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ;
– Республикипе кун пек хуçалăхсем пурĕ 107 йĕркелеме пăхса хунă. Муркаш районĕнче хальлĕхе 10 ялта: Вускассинче пĕрре-мĕш пулăшу параканĕ Илемпи Евгеньевна Иванова воспитатель, Çĕн Чемейре – пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче санитаркăра тăрăшакан Вера Васильевна Иванова, Тăмкассинче – Елена Александровна Карпова медсестра, Якаткассинче – Галина Иосифовна Гордеева врач, Хурăнкассинче – Светлана Геннадьевна Башкирова фельдшер, Мăрсакассинче – Ирина Александровна Яковлева медсестра, Çĕн Матьăкра – Вера Валериановна Шмелева медсестра, Çĕньял Очăкассинче – Валентина Юрьевна Евдокимова медсестра, Сарчакра – Галина Варсонофьевна Петрова медсестра тата Мемеккассинче – Людмила Александровна Касеева фельдшер.
Çак кунсенче вĕсен ятарлă телефон номерĕсене пĕлтерекен хутсене асăннă ялсенче пурăнакансем курмалла çакса тухăпăр. Тата тепĕр ыйту тухса тăрать. Çак ĕçе вĕсем обществăлла майпа пурнăçлаççĕ. Çавăнпа та ку ыйтупа çитес вăхăтрах депутатсен районти Пухăвне тухма шутларăмăр. Хавхалантару пулсан ĕçлес кăмăл та ытларах пулĕ.
Н. Николаева.