Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европа чемпионачĕ Шупашкарта иртĕ

10 ноября 2012 г.

Европăн Çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн Канашĕн чÿкĕн 3-мĕшĕнчи Бухарестри черетлĕ ларăвĕнче 2014 тата 2015 çулсенче çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсем хушшинчи чемпионатне йышăнакан хуласен ячĕсене пĕлтернĕ.

Аса илтеретпĕр: Европăри çак ăмăртусене ирттерме кăмăл тунисен хушшинче Чăваш Ен тĕп хули те пулнă. Самаях кĕрешнĕ хыççăн Европăн командăсен хушшинчи чемпионатне ирттерме йĕркеленĕ конкурсăн финалти пайне Брауншвейг (Германи) тата Острава (Чехи) хулисем тухнă. Çивĕч конкуренцире Европăн Çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн Канашĕн членĕсем пĕр саслăн йышăннипе Шупашкар Европăн пысăк çак ăмăртăвне – 2015 çулта Германири Брауншвейг хули 2014 çулта ирттермелли ирĕке çĕнсе илнĕ.

Çак ăмăрту Европăра çăмăл атлетика турнирĕсенчен чи сумли шутланать. Унта Суперлигăри чи вăйлă 12 команда спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Ăмăртусем «Олимпийский» тĕп стадионта иртĕç.

Палăртса хăвармалла: Европăн çак ăмăртăвĕсене Раççейре пуçласа йĕркелеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика