Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 10 пин ытла çын усă курать

10 ноября 2012 г.

 

Чăваш Енре 10 пин ытла çын ĕнтĕ патшалăх услугисемпе электронлă майпа усă курать. Патшалăх услугисен порталĕнче регистрациленесси 5 минутран тытăнса 10 минут таран йышăнать. Çавна валли çыннăн хăйĕнпе пĕрле паспорт тата харпăр хăйĕн лицевой счечĕн страховани номерĕ (СНИЛС) пулмалла. Кун çинчен журналистсене ноябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ирина Никонорова каласа панă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе электронлă майпа йышăнмалли чи малтанхи услугăсен планне çирĕплетнĕ. Кунта пĕтĕмпе 77 услуга, вăл шутран муниципаллă услугăсем 27 тата патшалăх услугисем 50. Ку услугăсем пирки пĕтĕм информацие Чăваш Республикин патшалăх услугисен порталĕнче вырнаçтарнă. Ăна 2010 çулта йĕркеленĕ.

Хальхи вăхăтра электронлă мел çине патшалăхăн 19 услугине куçарнă (патшалăхăн 17 услуги тата муниципаллă 2 услуга). Кусем вĕсем республика Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану, Юстици, Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерствисен, Чăваш Ен ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин тата Шупашкар хула администрацийĕн услугисем.

ЧР Юстици министерствин услугисемпе усă куракансем уйрăмах йышлă. Кунпа пĕрлех Чăваш Ен ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин услугисемпе усă куракансем те сахал мар.

Услугăсене патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ урлă илес тесен сайтра регистрациленмелле. Паспортпа СНИЛС кирлĕ пулать. 5 – 10 минут хушшинче регистрацилеççĕ. Кайран харпăр хăй кабинечĕн активаци кодне илмелли меле суйласа илмелле: «Раççей почти» ФГУП урлă (вăтамран пĕр эрне йышăнать) е «Ростелеком» ОАО урлă (регистрациленнĕ хыççăн 15 минутран). Пĕрлехи порталта федераллă тата регион услугисене те илме май пур.

Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче республикăра пурăнакан 10 пин ытла çын регистрациленнĕ. Федераллă патшалăх услугисене электронлă майпа илессипе вĕсем 25 пин ытла хут çыхăннă. Регион услугисемпе 602 хут усă курнă (вĕсемпе кăçалхи март уйăхĕнче тивĕçтерме тытăннă).

Чăваш Енре услугăсене электронлă мел çине куçарасси графикпа килĕшÿл-лĕн пулса пырать. 2012 çул вĕçленнĕ тĕле татах 50 услугăна (патшалăх услугисем 25 тата муниципаллă услугăсем 25) электронлă мел çине куçармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика