Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утарçăсен тăсăмĕ

03 ноября 2012 г.

Журналист тивĕçне пурнăçласа тĕрлĕ ĕçпе пурăнакан çынсемпе тĕл пулатăп. Хăйсем суйласа илнĕ ĕçе юратса тата чуна парса пурнăçлакансем вара кашнинчех куç умне телейлĕрех те çамрăк чунлăрах тухаççĕ. Ку çапла пулмалла та пулĕ. Çак чăнлăх Станислав Смирновпа тĕл пулса паллашса кĕске калаçу ирттерсен те айккинче юлмарĕ.

– Ĕçлемелле, умри ĕçе чуна парса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать. Ĕçленипе пĕрлех эрех-сăраран, пирус таврашĕнчен катара тăни – пирĕн пурнăçри яшлăха тăснин тĕп вăрттăнлăхĕ. Çакна эпĕ пĕчĕккĕллех ăша хыврăм, – терĕ пыл сутакан арçын хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата пурнăçĕпе кăсăкланса ыйту парсан.

Муркаш пасарĕнче темиçе тĕрлĕ пылпа сутă тăвакан арçын пирĕн района хуньăм районĕ тет. Унăн мăшăрĕ пирĕн район хĕрĕ Маргарита иккен, хĕр чухнехи хушамачĕ Яковлева. Вăл Муркашрах çуралса ÿснĕ. Утарти кирек хăш ĕçе те пĕлет унăн алли. Çак тĕлте пирĕн калаçу Етĕрне районĕнчи Анат Ачакра пурăнакан Смирновсен утарçă династийĕ çине кĕрсе кайрĕ.

– Кукаçи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен çĕнтерÿпе таврăнсанах утарçă ĕçне кÿлĕннĕ. 1972 çулччен çак ĕçре пысăк опыт пухса пире те нумай вĕрентме ĕлкĕрчĕ вăл. Шел, ĕнерхи фронтовик утартах пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Аттепе аннене пĕр вĕлле тата ĕç юратăвĕ парса хăварнă вăл. Пурăна-киле пĕр çемьерен 100 вĕллеллĕ утара ÿстерсе çитерчĕç вĕсем. Пире те, виçĕ ачине, пурнăç парса пĕчĕкренех утарпа та вĕлле хурчĕпе туслашма пулăшрĕç. Манăн та, йăмăкпа шăллăмăн та паян килсенче харпăр хăйне ятăн утарсем пур.

Утар ĕçне парăннă мăшăр 1 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстернĕ те паян хăйсеннипе пĕрлех ывăлĕн утарĕнче 3 мăнукне пыл хурчĕсене юратма вĕрентет. Пурнăçпа тан пыма тăрăшни ĕмĕре тăснине те пытармарĕ арçын. Паянхи рынок хутшăнăвĕсенче килти хушма хуçалăх ял çыннишĕн пысăк тĕкĕ пулни пирки калаçать ял хуçалăх ĕçĕпе чунтан туслашнă арçын.

Ĕç тенĕрен, манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм хурт ĕрчетес ĕçре самантлăха та пĕр вырăнта лармасть. Тăтăшах шыравра вăл. Акă иртнĕ çул çемье пулăшнипе хăйĕн ĕçне çĕнĕлле йĕркелесе яма патшалăх пулăшăвне те илме мехел çитернĕ. Çавăнпа та Смирновсен йăхĕнче хурт-хăмăрпа пыл пысăк хисепре.

– Кăçал ялсенчи утарçăсем пыл сахал тени тĕрĕсех. Анчах... Кунта пĕр вырăнта ларсах пыл илесси пирки ĕмĕтленекенсене ырлас килмест. Эпĕ, тĕслĕхрен, вĕллесене пыл паракан йывăç-курăксем ÿсекен вырăнсене тăтăшах турттарса тухса паха пыл илтĕм. Анчах ытти çулхинчен чăнах та сахалрах пулчĕ вăл. Вĕллесене тĕрлĕ çĕре илсе çÿренĕрен эпĕ сутакан пыл сиплĕхĕ те тĕрлĕрен. Вĕсем кашниех вăл е ку чиртен сывалма пулăшаççĕ. Хам патăмран тавар туянакана эпĕ кун пирки тĕплĕ каласа паратăп, – вăрттăнлăхне уçса ăнлантаруллă калаçать пыл сутнă хушăрах. Агроном специальноçне алла илсе хăй 21 çул А. Айдакпа ĕçлеме тÿр килнине пурнăç шкулĕ тесе хаклать. 9 çул ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хуни те Станислав Михайловичшăн усăсăр иртмен. Тăрăшуллă утарçă пирĕн калаçура хăй те, ачисем те пурнăç улшăнăвĕпе тан пынине, аслă ăрурисем каланине-вĕрентнине пурнăçласа пынине, ĕçлес туйăмпа малалла пăхнине пытармарĕ.

Йывăрлăх ĕçпе парăнать, ĕçрех çамрăклăх упранать. Пурнăç тулли пултăр тесен çичĕ хут тар кăларса иртен пуçласа каçчен ĕçлемелле. Ырă пурнăç патне ĕçпе кăна çитме пулать. Ĕçленĕ вăхăтра пуçтарăнса юмах ярса вăхăта ирттерсен çĕнĕлĕхсене вăхăтра алла илесси иккĕленÿллĕ. Çакна ăнлантăм эпĕ Станислав Смирновпа ирттернĕ калаçура.

... Эпĕ уйрăлса утрăм. Утарçă патĕнчен вара пыл туянас текенсем тата унпа вăл е ку чиртен сывалас шутлисем татăлмарĕç.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика