Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ хĕл алăкран шаккать

03 ноября 2012 г.

Çак уйăхра кĕркуннепе хĕл тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та хĕле хатĕрленсе сад-пахчара юлнă ĕçсене ырана хăвармасăр вĕçлемелле. Улмуççисен аялти пайне тольпе е рубероидпа чĕркени вĕсене кăшлакан чĕр чунсем сиенлесрен хÿтĕлет. Çулçăсем тăкăнса пĕтнĕ май çимĕçсем панă йывăçсем çинче сăтăрçăсем хĕл каçма хатĕрленнине курма пулать. Вĕсене пĕр тăхтаса тăмасăр пуçтарса çунтарса ямалла. Ырана хăвармасăр сивве тÿсĕмлĕ пахча çимĕç культурисене акса-лартса хăвармалла. Асăрхаттаратпăр, купăста тăварлама çак уйăхра тулли уйăхпа çĕнĕ уйăх вăхăчĕсемсĕр пуçне кашни кунах меллĕ.

Халăхра чÿк уйăхĕ пирки çапла каланисем пур: «Чÿк уйăхĕнчи вăрăм тунасем – ăшă хĕл паллисем», «Чÿк уйăхĕнче ирлесе çăвакан çумăр каç енне юра çаврăнма пултарать», «Чÿк уйăхĕ – хĕл алăкĕ», «Чÿк уйăхĕнче хĕлпе кĕр кĕрешеççĕ».

Малалла çак уйăхра садпа пахчара пурнăçламалли кулленхи ĕçсем пирки.

Чÿк уйăхĕн 1–2-мĕшĕсем. Пÿлĕмре симĕсле çиме суханпа ыхра, кресс-салат, çулçăллă горчица лартмалла-акмалла.

Чÿк уйăхĕн 2–4-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе пÿлĕмри ÿсен-тăрана апатлантарма тата шăварма мелсĕр кунсем. Вăрлăх, удобрени, ÿсме пулăшакан стимуляторсем туянма тăрăшмалла. Хуçалăх ĕçĕсем пурнăçлама юрать.

Чÿк уйăхĕн 4–6-мĕшĕсем. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана касма-татма пачах юрамасть. Вĕсене вăрăран акма, апатлантарма тата шăварма чару çук.

Чÿк уйăхĕн 6–9-мĕшĕсем. Çырла тĕммисене юрпа витни лайăх. Юр хулăнăшне, вăл пахчари ÿсен-тăрана мĕн хулăнăш витнине тĕрĕслени пăсмасть.

Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕ. Пÿлĕмре симĕсле çиме суханпа ыхра, кресс-салат, çулçăллă горчица лартмалла-акмалла. Чÿрече умĕнче тĕрлĕ сухана симĕсле çиме ÿстерме пуçламалла.

Чÿк уйăхĕн 9–11-мĕшĕсем. Ÿсен-тăранпа нимĕнле ĕç те пурнăçлама юрамасть. Тăварлама та, йÿçĕтме те мелсĕр кунсем.

Чÿк уйăхĕн 11–12-мĕшĕсем. Петрушкăпа сельдерейăн тымарĕсене, нумай çул ÿсекен сухана апатра симĕсле усă курма лартмалла.

Чÿк уйăхĕн 12–14-мĕшĕсем. Удобрени хывма меллĕ кунсем. Куршаксенчи тăпрана кăпкалатмалла. Пÿлĕмри ÿсен-тăран сăтăрçисемпе кĕрешмелле. Улмуççисен сапанĕсене çуркунне сыпма хатĕрлесе хумалла.

Чÿк уйăхĕн 14–16-мĕшĕсем. Витаминлăх калчасем ÿстерме тĕрлĕ ÿсен-тăран вăрлăхĕ акма юрать. Пÿлĕмри чечексене шĕвĕ удобренипе апатлантарма меллĕ. Чечексен сăтăрçисемпе кĕрешмелле. Улма-çырла йывăççисем çинчен хĕл каçма хатĕрленнĕ сăтăрçăсен йăвисене пуçтармалла та çунтарса ямалла. Купăста тăварламалла, пахча çимĕçпе улма-çырлана консервламалла.

Чÿк уйăхĕн 16–19-мĕшĕсем. Пахчара юр тытассипе ĕçлемелле. Туратсем çинчи юра силлемелле. Улма-çырла йывăççисем таврашĕнчи юр тарăнăшĕпе интересленмелле. Пан улми тата çырла йывăççисем тавра юр таптаса пусăрăнтармалла. Улмуççисен сапанĕсене çуркунне сыпма хатĕрлемелле.

Чÿк уйăхĕн 19–21-мĕшĕсем. Пахчара юр тытассипе ĕçлемелле. Туратсем çинчи юра силлемелле. Улма-çырла йывăççисем таврашĕнчи юр тарăнăшĕпе интересленмелле. Пан улми тата çырла йывăççисем тавра юр таптаса пусăрăнтармалла. Улмуççисен сапанĕсене çуркунне сыпма хатĕрлемелле. Сывлăш температури тăтăш 5–8 градус сивĕ тăрать пулсан роза тĕммисене хĕл каçма витмелле.

Чÿк уйăхĕн 21–23-мĕшĕсем. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана апатлантарма тата шăварма мелсĕр кунсем. Вăрлăх, удобрени, ÿсме пулăшакан стимуляторсем, садра ĕçлемелли хатĕрсем туянма тăрăшмалла. Хуçалăх ĕçĕсем пурнăçлама юрать.

Чÿк уйăхĕн 23–24-мĕшĕсем. Органикăллă шĕвĕ удобрени хывма меллĕ кунсем. Куршаксенчи тăпрана кăпкалатмалла. Пÿлĕмри ÿсен-тăран сăтăрçисемпе кĕрешмелле. Купăста тăварлама, пахча çимĕçпе улма-çырлана консервлама, компотсемпе соксем хатĕрлеме лайăх кунсем.

Чÿк уйăхĕн 24–26-мĕшĕсем. Ÿсен-тăранпа нимĕнле ĕç те тумалла мар.

Чÿк уйăхĕн 26–27-мĕшĕсем. Пахчара юр тытассипе ĕçлемелле. Туратсем çинчи юра силлемелле. Улма-çырла йывăççисем таврашĕнчи юр тарăнăшĕпе интересленмелле. Пан улми тата çырла йывăççисем тавра юр таптаса пусăрăнтармалла. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана тĕкĕнмесен те юрать.

Чÿк уйăхĕн 27–29-мĕшĕсем. Хĕл вăй илсе пынă май пÿлĕмре симĕсле çиме суханпа ыхра, кресс-салат, çулçăллă горчица лартмалла-акмалла.

Чÿк уйăхĕн 29–30-мĕшĕсем. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана апатлантарма тата шăварма мелсĕр кунсем. Вăрлăхпа удобрени, ÿсме пулăшакан стимуляторсем туянма тăрăшмалла. Хуçалăх ĕçĕсем пурнăçлама юрать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика