03 ноября 2012 г.
Яшсем алла повестка илчĕç
«Хăвăр Муркашран, Муркаш районĕнчен пулнине ан манăр. Пирĕн район та, район центрĕ те питĕ илемлĕ. Çыннисем те маттур», – çакна шута хума сĕнсе каларĕ районти призыв комиссийĕн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Никитин пулас салтаксене.
Çар тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламалли, ашшĕ-амăшĕсен ятне ямалла марри çинчен темиçе хутах аса илчĕç районти призывниксен кунĕнче. Муркаш районĕнчен паттăрсем чылай тухнă. Вĕсен тĕслĕхĕ те çамрăксемшĕн яланах асра пулмаллине палăртрĕ ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ А. Кочуров.
Республикăри Çар комиссариачĕн, афганецсен пĕрлешĕвĕн представителĕсем те призывниксене ăс парса ăнăçу сунчĕç. Салтак пурнăçĕнчи тĕслĕхсемпе паллаштарса: «Чăн-чăн хÿтĕлевçĕсем, чăн-чăн арçынсем пулăр», – терĕç Афган вăрçи витĕр тухнисем.
Вăрçă, хĕрÿ вырăнсем курмалла ан пултăр çара каякансен. А. Кочуров пĕлтернĕ тăрăх районтан çара каякан 40 ытла яш Раççейĕпех саланĕ. Акă Исетерккĕри Николай Илларионов Президент полкне кайма юрăхлă республикăри 15 яшран пĕри. Мăн Шаптакри Александр Герасимова та повестка панă чухне элита çарне лекессине пĕлтерчĕç.
Повестка иличчен малтан вара çамрăксем «Надежда» центрта тренингсене хутшăнчĕç, «Сывлăх» ФСК-ра иртнĕ спартакиадăра вăй виçрĕç. Алăпа туртăнассинче, ишессинче вăй виçрĕç каччăсем. Спорт енĕпе çамрăксем самаях хавшакки курăнчĕ. Пулас салтак икĕ хут кăна алăпа туртăнать (подтягивани) пулсан тата 25 метра аран-аран ишсе тухать пулсан... А. Кочуров танлаштарма илсе кăтартнă цифрăсем район администрацийĕн ларусен залне пухăннă яшсемпе хĕрсене кăшт та пулин шухăшлаттарчĕçех пуль: пирĕн республикăри призыв ÿсĕмĕнчи çамрăксен 60–62 проценчĕ кăна çара кайма юрăхлă, Ингушети, Чечен республикисенче вара – 96–98 процент! Кунсăр пуçне çак республикăсенчи призывниксенчен кашни 2–3-мĕшĕ спортăн пĕр-пĕр енĕпе маçтăр нормативне пурнăçланăскерсем.
Анчах та Муркашсен йышĕнче те маттуррисем пур. Мала тухнисене ФСК директорĕ А. Куликов грамотăсемпе медальсем парса чысларĕ. Районти вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ ячĕпе вара çирĕплĕхпе сывлăх сунса яшсене асăнмалăх парнесем пачĕç.
Н. Николаева.