Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чирличчен грипа асăрхаттарма çăмăлрах

03 ноября 2012 г.

Кĕркунне çитсен шăнса пăсăлас мар тесе, ăнсăртран грипп çаклатас мар тесе тăрăшатпăр: витаминсем те, эмел те ĕçетпĕр. Анчах та хамăрăн организм вăйне патне çитсен кăна мар, тăтăшах çирĕплетмелли пирки маннăран пурпĕрех чирлетпĕр. Хыççăн вăл та, ку та пулăшмарĕ тесе ÿпкелешетпĕр.

Грипран сыхланмалли мелсем чылай. Врачсем вара малтанах чи ансат йĕркесене пăхăнма сĕнеççĕ. Акă Шупашкар хулин тĕп больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕ А. Дубова уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшмаллине палăртать. Апла пулсан пирĕн урамра уçăлса çÿренисĕр пуçне пÿлĕме те тăтăшах чÿрече уçса уçăлтармалла. Чир сарăлнă вăхăтра çынсем чылаййăн пулакан вырăнсене çÿреме тăрăшмалла мар. Чирлисене вара врач больничнăй хучĕ илме сĕнет тата ватăпа марля çыххипе çÿреме именмелле маррине калать.

Районти тĕп болницăн эпидемиолог врачĕ Г. Соколова вакцинаци грипран сыхлакан чи витĕмлĕ май пулнине асра тытма сĕнет. Вакцинăпа организма вирусăн антигенĕсене яраççĕ. Препаратра вирус хăй çук. Препаратри антигенсем шăпах организма грипа парăнма памаççĕ.

Районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн секретарĕ Г. Воробьева пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи виçĕ кварталта районта çынсем шăнса пăсăлнин 1958 тĕслĕхне шута илнĕ. Чирленисенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ майлах 17 çул тултарманнисем пулнă.

2011–2012 эпидсезон тапхăрĕнче районти 8669 çынна тĕллевлĕ вакцинаци шучĕпе прививка тунă пулнă. Муркашри чăх-чĕп фабрикинче ертÿçĕ пуçарулăхĕпе унти 20 çынна прививка тунă. Районти ытти пысăк предприятисенче ĕçлекенсем кун пирки шухăшламан. Уйрăмах суту-илÿпе обществăлла апатлану сферинче ĕçлекенсене прививка туманни шухăша ярать. Вĕсем чылай çынпа хутшăнаççĕ-çке-ха. Тата, вăрттăнлăх мар, чирлесен больничнăй хутне илме те васкакансем сахал.

Çакна тата ытти сăлтава шута хурса 2012–2013 эпидсезон тапхăрне хатĕрленсе районти предприятисемпе организацисен ертÿçисем те ответлăрах пуласса шанас килет. Ку тĕлĕшпе нумаях пулмасть асăннă комисси ятарлă йышăну та кăларчĕ. Çавăнпа та кирек епле коллективра та сывлăхлă ĕçченсем вăй хуччăр тесен вакцинацирен пăрăнса иртмелле мар.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика