03 ноября 2012 г.
Хура кĕр кунĕсем тăраççĕ пулин те, ĕнерхи техникăн ыран та ĕçлемеллине ăнланакансем паян та машинăпа трактор паркĕсенчен кĕмен-ха. Техникăна упрани пус çумне пус хушассипе пулакан кулленхи чăнлăха тĕпе хурса иртет те ĕнтĕ ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе çуллен пулакан смотр-конкурс.
Хăвăрт аталанакан пурнăçра пурăнатпăр. Ĕлĕкех те мар ял хуçалăхне механизацилесси пирки хытă калаçатчĕç, çывăракансене çÿллĕ трибунăсем çинчен питлетчĕç. Кайран çерем çĕрсем уçрăмăр, пусă çаврăнăшне тата агротехнологисене пăхăнса тыр-пул тухăçне 30–40 центнера, çĕр улми тухăçне 200–300 центнера е ытлараха та çитертĕмĕр т. ыт. те. Анчах мĕн тунипе лăпланни каялла утăм туниех. Çакна пурте пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра кахал çын çеç хăйĕн хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисене тата энерги перекетлекен техникăна çул парассипе ĕçлемест, вĕсене пурнăçа кĕртсе çĕнĕ ÿсĕм картлашкисем тумасть. Анчах хура кĕркуннепе хĕл чиккине çитнĕ май ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине тĕрĕсленĕ чух час-часах çăкăр тума пулăшакан техника çине алă сулни те куç умне пулать. Çак киревсĕр енсем вăй ан илччĕр тесе ЧР Ял хуçалăх министерствипе республикăри хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тĕлĕшпе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерет.
Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи В. Димитриев иртнĕ кунсенче ĕçлĕ çул çÿревпе районти хуçалăхсенче пулса курчĕ. Машинăпа трактор паркĕсене çитсе курнă май Владимир Павлович чăн малтанах кăçалхи ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пынă май çитес çулхи ĕç-хĕл пирки те паянах шухăшламаллине палăртрĕ.
– Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев ял хуçалăх бизнесне аталантарма майсем пуррине палăртсах тăрать. Çакна валли вăл пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсенчен çывăрса юлмасăр ĕçлеме чĕнсе калани аслă асаттесем кая юлсан каю шăтать тесе асăрхаттарнипе тÿр килет. Пурнăç аталанăвне тивĕçлĕ шайра тытма, кун-çул уттипе тан пыма эпир кашниех çĕнĕлĕхсем вырăнли пирки, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшмалли çинчен калаçатпăр. Калаçатпăр та... Пирĕн сăмахсем чылай чух чул çине мар, юр çине çеç юлаççĕ. Мĕн çуккине тумалла, пуррине – упрамалла. Ĕçри çак чăнлăха кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине тĕрĕслеме тухсан яр уççăнах курма пулать, – терĕ вăл «Путь Ильича» агрофирмăн машинăпа трактор паркне çитсен. Кунта комисси членĕсем хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕпе В. Вязовпа та-та тĕп инженерĕпе Г. Шараповпа тĕл пулса калаçрĕç. Хорнуйсем техника управĕ çине чăнласах пысăк тимлĕх уйăрни яр уççăн курăнчĕ. Хуçалăх хăйĕн уй-хирĕсенче кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ. Парка таврăнакан техникăна та çийĕнчех управа лартассине кунта ырана хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем тесе вăй хунă.
– Техникăна хĕллехи управа лартассипе ĕç условийĕсене эпир малтанах палăртса. Çавăнпа та вĕсене пурнăçламасăр кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленменнине кашни механизаторах пĕлсе. Çавăнпа та агрофирмăн тĕп инженерĕ Геннадий Феликсович ертсе-йĕркелесе пынипе техникăна хĕллехи управа лартассипе пирĕн ĕçченсем пĕр сехет те сая ямарĕç. Тавах вĕсене куншăн, – паллаштарчĕ тасатса-сăрласа тата ĕçлев органĕсене витсе-пушатса управа лартнă техника хатĕрĕсен речĕсемпе иртсе пынă май Валерий Иванович.
Кашни ĕçĕн вăхăчĕ пур. Çакна «Путь Ильича» агрофирмăра кашниех ăнланса ĕçлени курăнать. Машинăпа трактор паркĕнче кăçал пурнăçланă калăпăшлă ĕçсем пĕр çын пурнăçланисем мар. Хыçа юлса пыракан ял хуçалăх çулĕ те кăçал хресченĕн тăрăшулăхне çивĕч тĕрĕслерĕ: çĕр ĕçченĕн кĕрхи нумай ĕçсене çумăрлă çанталăкпа кĕрешсе пурнăçлама тиврĕ. Техника çине тимлĕ пăхакан агрофирма ĕçченĕсем вара йĕпе-сапа тесе алă усса лармарĕç. «Çавăнпа та кăçал ĕçленĕ ял хуçалăх техники çитес çул та хамăрах кирлĕ пулнине ăнланса ĕçлерĕмĕр. Юсавлă та ĕçе хатĕр техникăпа çеç агротехнологие пăхăнса вăй хума, тупăш илме пулать. Çакăнта тымарланнă та ĕнтĕ вăл ĕç тухăçĕ», – техника паркне çĕнетессипе епле ĕçленипе паллаштарнă май калаçать Г. Шарапов тĕп инженер.
«Путь Ильича» агрофирма – паян районта чи тĕрек аталанакан хуçалăх. Пур çĕрлĕ хуçаланакан тирпейлĕхпе ĕç тĕлне пĕлни те, çĕнĕлĕхсене тăтăш алла илсе пыни те, паянхи укçа-тенкĕне шутласа ыранхи кунпа пурăнни те – кунта кашни утăмрах тĕл пулакан ÿкерчĕксем.
21-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр та техника пĕлтерĕшĕ ÿссех кайрĕ. Энерги перекетлекен техника туянасси тата унпа тухăçлă усă курасси – çĕр ĕçченĕн паянхи тĕллевĕ. Çак ырă тĕллеве «Путь Ильича» агрофирмăра куллен пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Çĕнĕ техника туянакан хуçалăх вĕсене пĕрремĕш кунранах типтерлĕ упрасси çине те тимлĕх уйăрать. Хуçалăх паркĕнче çакна валли бетон плитасем сарса техника вырнаçтарма ятарлă лаптăксем хатĕрлени те хуçалăхра паянхи кунпа çеç пурăнманнине çирĕплетрĕ.
Çĕнĕ техника тенĕрен. Пирĕн район машинăпа трактор паркне çĕнетессипе республикăра кăçал 3-мĕш вырăнта. Муркаш енре вара çĕнĕ техника туянассипе «Путь Ильича» агрофирмăна çитекенни курăнмасть-ха. Район кăçал 51 миллион ытла тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă пулсан, çурри – Хорнуйсемпе Мăн Шаптаксен харпăрлăхĕнче. Вĕсем: «Акрос-580» комбайн, «Версатил-305» трактор, «СЗП-3,6» сеялка, «БДМ-4ПК» дискатор, ятарлă çурма прицеп, пресс-подборщиксем, тăпрана тарăн кăпкалатакан агрегат т. ыт. те. Паян вĕсене пурне те управа тирпейлĕ вырнаçтарса тухнă. Урамра ларакансем те, ангарсене вырнаçтарнисем те паян ГОСТпа килĕшÿллĕн типтерлĕ управра лараççĕ (сăн ÿкерчĕксенче). Хура кĕр иртсе пынă май ырри хамăрпа юнашарах пулнине «Путь Ильича» агрофирмăра хамăр куçпа курса ĕнентĕмăр.
...Чÿк уйăхĕ пырать. Ир-каç çĕр самаях шăнни, сывлăшра час-часах «шурă шăнасем» явăнни, кун кĕскелнĕçемĕн кĕскелни – йăлтах хĕл çывхарăвĕн паллисем. Куллен çĕнĕ техника туянма çĕр ĕçченĕн вăй çитсех кайманнине ăнланса хамăрăн мĕн пуррине тĕплĕнрех упрама тăрăшасчĕ. Техникăна вăхăтра юсасан тата типтерлĕ упрасан унăн ĕмĕрне самай тăсма май килнине, çак çулпа пыни хуçалăх экономикине тĕкĕ панине ыранхи кунпа пурăнакан çĕр ĕçченĕ ăнланать. Ăна тĕпе хурса малашлăх планĕсене çирĕплетет вăл. Çапла, ĕçлекен çын малаллах пăхать, пурнăçпа тан пыма çĕнĕлĕхсене алла илнипе пĕрлех перекетлĕх пирки те манмасть.
С. НИКОЛАЕВ,
районти патшалăх техника надзорĕн
инспекторĕ;
А. БЕЛОВ,
район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.