03 ноября 2012 г.
Ноябрĕн 1-мĕшĕнче районти хĕрарăмсен канашĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Кунта пухăннисем чи малтанах тури чăвашсен музейĕнче пулчĕç, вĕсене Н. Захаров экспозицийĕ кĕтрĕ. Çавăн пекех Муркашри районти ача-пăча тĕп библиотекинче ĕçлекен «Надежда» консультаципе методика цетрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Конференци ĕçĕ асăннă библиотекăри вулав залĕнче пулчĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи канаш ертÿçисем, делегатсем, район администрацийĕн тата республика представителĕсем хутшăнчĕç.
Хĕрарăм – кун-çул тыткăчи, çемье телейĕпе ăшшине упраканĕ. Çавна май вăл ĕмĕр тăршшĕпех пурнăçа шайлаштарса хăтлăх кĕртме тăрăшать. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи А. Андреева калаçрĕ, виçĕ çул хушшинче пурнăçланă ĕçпе паллаштарчĕ.
Тĕрлĕ ыйту татса парассинче асăннă канаш тÿпи пысăк. Йывăр çемьесем те пирĕн хушăра йышлансах пыраççĕ. Çавна май вĕсенчи лару-тăрăва шайлаштарасси – кулленхи тимлĕхре.
Отчетпа суйлав конференцийĕнче канашăн çĕнĕ ертÿçине суйларĕç.
– Хорнуй ял тăрăхĕнчи пĕр хĕрарăм патшалăх сĕнекен тивĕçлĕ пулăшупа, ача пособийĕпе, усă курмасть, документсем те йĕркелемен. Эпир ăна пулăшас тĕллевпе тивĕçлĕ органсене явăçтартăмăр. Çакăн йышши пулăмсем татах та пур. Çавăнпа та тĕрлĕ йывăр лару-тăрурисене пирĕн асăрхасах тăрасчĕ, тĕрĕс çултан пăрăнма парас марччĕ, сывă пурнăç йĕркишĕн ытларах тăрăшасчĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ, çавăн пекех районти хĕрарăмсен канашĕн çĕнĕ ертÿçи Л. Тарасова.
Сывă пурнăç йĕркине вара канаш ертÿçисем чăннипех те тытма тата çак ĕçе ытларах та ытларах çынна явăçтарма пĕлеççĕ. Кунта камран тĕслĕх илмелли пурах.
– Тĕслĕхрен, эпир пысăк йышпа хĕлле йĕлтĕрпе, çунашкапа вăрмана çитиех ярăнма каятпăр. Тĕрлĕ мероприятие ватти-вĕтти хаваспах хутшăнать. Ăрусем пĕрле пухăнни, çынсен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелени питĕ кирлĕ. Çакă усал йăларан писме, ырри патне явăçма пулăшать, – терĕ Муркаш ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Р. Аксендарова. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшассинче Шетмĕпуçсем те тĕслĕхре.
Хĕрарăмсен канашĕ обществăлла организаци шутланать. Апла пулин те вăл тĕрлĕ марафон, акци йĕркелет. Сахал тупăшлă, йывăр шăпаллă çемьесем валли тĕкĕ пулса тăрать. Акă республикăри хĕрарăмсен канашĕ 400 пин тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ. Çак укçана инвалид ачасене реабилитацилес ĕç валли уйăрнă. Шел пулин те, çакăн пек категори пирĕн хушăра йышлансах пырать. Çапла вара хĕрарăмсен канашĕ пĕрлехи тăрăшулăхпа пысăк ĕç пурнăçлать.
Ĕçре палăрнисем тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕсене, ытти хисепе тивĕçрĕç.
– Сирĕн тăрăшулăхăр кашни ĕçрех аван курăнать. Эсир, хĕрарăмсем, чăннипех те пысăк хисепе кăна тивĕç. Эсир пулсан çемье тĕреклĕ, ача-пăча телейлĕ, таврара хăтлă. Эсирех çуртăн тăватă кĕтесне тытса тăратăр, – терĕ конференцие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ В. Ананьев.
Конференцие хутшăннисем çавăн пекех республикăри хĕрарăмсен съездне кайма сакăр делегат тата районти канашăн çĕнĕ йышне суйларĕç, ытти ыйту тавра калаçрĕç.
Р. Илларионова.