Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисем – 43 çын

03 ноября 2012 г.

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центра юрăхлă ĕç шыраса 1152 çын пынă.

Эрне хушшинче ĕçсĕррисем тесе регистрациленĕ çынсен хисепĕ чакнă, октябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне 43 çынпа танлашнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,21 процентпа танлашать. Ĕç паракансем тăратнă заявкăсемпе килĕшÿллĕн вакантлă ĕç вырăнĕсем 208. Ку кăтарту унчченхи эрнеринчен 5 ваканси чухлĕ сахалрах. Вакансисем пурри пирки районти 34 ĕç паракан информаци тăратнă.

Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тĕллевпе 2011 – 2013 çулсем валли йышăннă тĕллевлĕ ведомствăлла программăпа килĕшÿллĕн кăçалхи январь – октябрь уйăхĕсенче 1042 çынна вăхăтлăх тата яланлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Вăл шутран 98 çынна обществăлла ĕçсене пурнăçлама явăçтарнă, 14 çултан тытăнса 18 çулчченхи çул çитмен 670 çамрăка вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă, ĕç тупайманнисене 6 çынна ĕçе вырнаçтарнă, районти 20 çынна Раççейăн ытти регионĕсенче ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.

Професси пĕлĕвĕ илме 39 çынна вĕренме янă. Вăл шутран 27-шĕ ĕçсĕррисем, виçĕ çул тултарман ачаллă тата ача пăхса пурăнма паракан отпускри хĕрарăмсем 12-ĕн.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх шайĕ (ăна ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракансен шучĕ пĕр ваканси пуçне мĕн чухлĕ тивнине шутласа палăртаççĕ) 0,22 чухлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика