03 ноября 2012 г.
ЗАГСа мăшăрланасси çинчен заявлени çырма пырас тесе çамрăксем ĕçсенче отгул пама ыйтаççĕ е вĕренÿ занятийĕсене сиктермелле пулса тухать. Отгул илме май çук пулсан алă пуснине нотариус патĕнче çирĕплетмелле пулнă. Куншăн укçа тăкакламалла.
Халĕ вара, «Об актах гражданского состояния» Федераллă саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн, асăннă заявление çырма пулас мăшăртан пĕри килни те çителĕклĕ. Çакăн пек майлашăнас тесен вара теприн порталти «Личный кабинет» урлă заявление электронлă майпа ярса памалла. Нотариус патĕнче алă пуснине çирĕплетмелле мар, апла – тăкакланмалла мар.
Мăшăр уйрăласси çинчен заявлени çырассине те мăшăр хушшинче икĕ енлĕ килĕшÿ пулсан çак майпах тума пулать.
Çакăн пек правăпа усă курас тесен «Ростелекомăн» сервис центрĕнче (Шупашкар хули, Гагарин урамĕ, 20 а çурт, тел.: 57-15-15, 62-62-11) пĕрлĕхлĕ портала кĕмелли код илмелле, «Личный кабинет» йĕркелесе ямалла. Кун хыççăн пур ведомство уcлугисемпе те электронлă майпа усă курма пулать.
Н. Корнеева,
район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.