Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермăсене аттестацилеççĕ

07 ноября 2012 г.

Чĕр чунсен ерекен чирĕсемпе – сыснасен африка чуми те вĕсен йышне кĕрет – çĕнĕлле кĕрешмелли мелсем пирки хаçат вулакансене паян Чăваш Республикипе ĕçлекен Раççей ял хуçалăх надзор Управленийĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Константин Викторов каласа парать:

– Республикăра сысна ĕрчетекен тата сыснасене пусса тирпейлекен, вĕсен продукцине упракан организацисенче зоосанитари статусне палăртассипе, майĕпен пулсан та, ĕçсем вăй илсе, пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çак çулпа кайса çывăх вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсем биологи хÿтĕлевĕн шайĕпе ушкăнсене пайланĕç. Чи пысăк статуса тивĕçекеннисем аталанăвăн меллĕрех тÿпине тивĕçĕç. Чир-чĕр сиксе тухас пулсан та кунашкал хуçалăхсем çĕршер пинлĕх е миллионшар тенкĕлĕх тăкаксенчен пăрăнса экономикăна шалкăм çапасран пăрăнса иртме мехел çитерĕç.

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин 2010 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче ятарлă приказ кун çути курнăччĕ. Вăл – «Сысна ĕрчетекен тата сыснасене пусса тирпейлекен, вĕсен продукцине упракан организацисенче зоосанитари статусне палăртассин Правилисене çирĕплетесси çинчен». Ăна Раççейри право акчĕсене пĕтĕм тĕнчери стандартсемпе çывăхлатас тĕллевпе хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн малашне сысна ĕрчетекен хуçалăхсене вăл е ку ушкăна пайлĕç. Пĕрремĕш ушкăна биологиллĕ хăрушлăхран хÿтĕленмен хуçалăхсем кĕрĕç. Иккĕмĕшсем – пĕчĕк хÿтлĕх виçиллĕ хуçалăхсем, виççĕмĕшсем – вăтаммисем, тăваттăмĕшсем – чи пысăк статуса тивĕçекеннисем (компартментлисем).

Енчен те вăл е ку вырăнта сыснасен африка чумине регистрацилесен çав хуçалăхсем çине карантин хураççĕ. Анчах та хÿтĕлевĕн чи пысăк статусне тивĕçнĕ хуçалăхсем ытлашши чарусемсĕр ĕçлĕç, вĕсен çухатăвĕ те пĕчĕкрех пулĕ. Предпринимательсем çак хуçалăхсенчен продукци илсе тухса суту-илÿ йĕркелеме пултарĕç.

Компартментализаци – ирĕклĕ процедура. Ăна эпизооти лару-тăрăвне пăхмасăр Раççей Федерацийĕн кирек хăш субъектĕнче те йĕркелеме майĕ пур.

Çÿлерех асăннă документ пурнăçа кĕнĕ хыççăн сысна ĕрчетекен тата вĕсене пусса тирпейлекен, хатĕр продукцине упракан организацисем автоматлă йĕркепе 1-мĕш компартмента тивĕçеççĕ. Субъектри эпизооти лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ пулсан хуçалăхсемшĕн вăл е ку статус пурри хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çине витĕм кÿмест. Сысна отраслĕшĕн хăрушă чир тупăнсан продукцие илсе кĕрессине-тухассине тата предприятин ĕç йĕркине компартментализаци статусне шута хурса йĕркелеççĕ. Право йĕркине кашни конкретлă тĕслĕхпе вăл е ку чирпе кĕрешмелли инструкципе килĕшÿллĕн палăртаççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен биологи хÿтĕлев виçине хăйсем палăртма пултараççĕ. Çакна вĕсем ЧР Патшалăх ветеринари службине ыйтса çырнă чух кăтартаççĕ. Тĕрĕслевре хуçалăх хăйĕн хÿтĕлев виçине ÿстерсе кăтартни çиеле тухсан ăна автоматлă йĕркепе 1-мĕш компартмента çырса хураççĕ.

Паянхи куна республикăра сысна ĕрчетекен тата вĕсене пусса тирпейлекен, хатĕр продукцине упракан организацисем 169 шутланаççĕ. Вĕсенчен пĕри çеç – «Çĕрпÿри Бекон» – чи пысăк статус ыйтнине тивĕçтерет. 143-шĕ – биологиллĕ хăрушлăхран хÿтĕленмен хуçалăхсем.

Çак çĕнĕлĕх сысна отраслĕнче вăй илсех пыни африка чумипе кĕрешмелли курăмлă ĕç пулса тăрать.

Кĕске справка

Сыснасен африка чуми ял хуçалăхĕшăн пысăк хăрушлăх пулса тăрать. Вируслă çак чире çĕр-шыври выльăх тухтăрĕсем 2007 çултанпа хирĕç тăраççĕ. Анчах чир чакма шутламасть те. Хальхи вăхăтра ăна Кăнтăрти тата Çурçĕр Кавказри федераллă округсемсĕр пуçне Вăтам регионпа Атăл çи тăрăхĕнче те тупса палăртнă.

Чăваш Республики хальхи вăхăта ку чиртен сывă регион шутланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика