Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕшĕ – «Путь Ильича»

07 ноября 2012 г.

Район администрацийĕн йышăнăвĕпе ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе ирттернĕ смотр-конкурс та вĕçленчĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем унта активлă хутшăнчĕç. Конкурс комиссийĕ çулленех ырă та пуçаруллă ĕçпе палăракан Чкалов яч. хис. тата «Оринино» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен механизаторĕсем хăйсен техника пурлăхĕ çине кăçал та хуçалла пăхнине çирĕплетрĕç. Вĕсем виççĕмĕш вырăна пайларĕç, 3-мĕш степеньлĕ диплом тата 1-шер пин тенкĕ укçан преми хуçисем пулса тăчĕç. Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ те техникăна управа лартассипе кăçал ыттисенчен тухăçлăрах ĕçленĕ, мехпарка та ытларах хăт кĕртнĕ. Анаткассисем район администрацийĕн 2-мĕш степеньлĕ дипломне тата 2000 тенкĕ укçан парнене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăншăн кăçал уйрăмах активлă кĕрешÿ пычĕ. Пĕтĕмлетÿре комисси членĕсем «Путь Ильича» агрофирма механизаторĕсемпе юсавçисем ыттисенчен хастартарах пулнине, вĕсем ГОСТ ыйтăвĕсене пурнăçласарах ĕçленине, техника ĕмĕрĕ çине хуçалларах пăхнине палăртрĕç. Çапла вара ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе кăçал «Путь Ильича» агрофирма ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕ. Çĕнтерÿçĕ хуçалăх район администрацийĕн 1-мĕш степеньлĕ дипломне тата 3000 тенкĕ укçан парнене илме тивĕç пулчĕ.

Çавăн пекех кăçал Ильич яч. хис. кооперативпа В. Горбунов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ, «Герой» тата «Восток» кооперативсем те ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе тăрăшуллă пулчĕç.

Кам техника çине тимлĕ пăхать, вĕсен мехпаркĕсенче те тирпейлĕ, тимĕр-тăмăр та йăваланса выртмасть, ларакан техника патне те вăл йăтăнса анасран хăраса пымалла мар.

Ĕçлес текен йывăрлăхсем çине алă сулмасть, ыранхи ĕçсене паян хатĕрленет. Техникăна хĕллехи управа тĕплĕ лартнисем çитес çулшăн кăçалах ĕçлени куç умĕнче. Экономика тĕрекĕ çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ.

Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕпе «Путь Ильича» агрофирма материалĕсене республика комиссине тăратнă.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика