Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сулмаклă çул утса тухнă

07 ноября 2012 г.

Паян кунччен чылай çамрăка хăй сăпкинче сиктерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă 1887 çулта Уйкас Янасал ялĕнче чиркÿ çумĕнче уçăлнă икĕ класлă 4 çул вĕренмелли шкул, халĕ Сосновкăри Н.В. Никольский ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул 125 çул тултарать.

Тăван кĕтес, тăван шкул кашни çын асĕнче яланлăхах упранса юлаççĕ. Унтах кашнин ачалăхĕ, çамрăклăхĕ иртет-çке-ха, калаçма вĕренсе çут çанталăкпа паллашаççĕ, ăс-тăна çивĕчлетеççĕ. Ăс-пуçа шухăшлаттарма пĕлни, пухнă ăс-тăнпа тĕрĕс усă курни пурнăçра малалла талпăнма, çĕнĕ ÿсĕмсем тума, пуласлăхшăн тăрăшма кашнинех кирлĕ.

Кун пек хастар çынсем çак шкултан вĕренсе тухнисем шутĕнче те сахал мар. Вĕсене Н.В. Никольский (1878 – 1961) хăех вăй парса хавхалантарса пырать тейĕн. Паллах, шкула 2003 çулта ун ятне пани те ахальтен мар. 1917 çулхи революци хыççăн шкул чиркÿрен уйрăлсан Юркки Иванĕпе Н.В. Никольский хăйсем çуралнă Купăрля ялĕнче шкул уçассишĕн питĕ тимлеççĕ. Николай Васильевич тăрăшнипе Купăрляра 1919 çулта шкул уçăлать çеç мар, çак шкула вăл пур енлĕн методика пулăшăвĕ те парса тăрать. 1921 çулта Николай Васильевич хăй ашшĕ, Василий Никитич, лартнă пĕр çуртне шкула парать. Чăвашран тухнă пĕрремĕш тĕпчевçĕ, профессор, этнограф, истори наукисен докторĕ тата 1906 çулта чăвашсен пĕрремĕш «Хыпар» хаçатне никĕслекенĕ чăваш халăхĕ çутта тухтăр тесе чылай вăй хунă. Чăваш халăх историйĕпе этнографине тĕпченĕ. 1904 çулта унăн «Родной язык как орудие инородцев» кĕнеки пичетленсе тухать. Унăн 300 тома яхăн тĕпчев ĕçĕ паян кунччен упранса юлнă.

«Ман чун тутă, – тенĕ Николай Васильевич. – Хамăн вăрăм ĕмĕрĕн сарлака сакки çине таса çын пулса лартăм эпĕ. Тăван чăваш халăхĕшĕн пĕтĕм чуна парса ĕçлерĕм. Çавăншăн савăнатăп».

Н.В. Никольский пуçарнă ĕçе малалла тăсаканĕ тата ун тăванĕ – Иван Дмитриевич Никитин (1881 – 1948) фольклорист, этнограф, куçаруçă. Эпир тата ăна Юркки Иванĕ псевдонимпа пĕлетпĕр. Вăл чăваш писателĕ, «Песни чуваш Козьмодемьянского уезда» (1908), «Ачасен юмахĕсем» (1936) кĕнекесен авторĕ. 1919 çулта Купăрля ялĕнче тин çеç уçăлнă шкулăн пĕрремĕш учителĕ пулса унăн мăшăрĕ Людмила Петровна вăй хунă.

Пирĕн тăрăхран тухнă тепĕр ăсчах – Исайя Максимович Максимов (1889 – 1976) физикăпа математика наукисен кандидачĕ, доцент, 37 наука ĕçĕн авторĕ. Вăл Уйкас Янасал ялĕнче çуралнă. Хусанти тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухса малтан Хусан университетĕнче, унтан Мускав университечĕ çумĕнчи Наукăпа тĕпчев институчĕн аспирантуринче пĕлĕвне туптать. Каярах акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисене алла илсе Шупашкарти Чăваш педагогика институтĕнче ĕçленĕ вăхăтра (1930 – 1949, 1957 – 1960) хăйĕн тĕпчев ĕçĕсене Польшăра, Францире, Голландире, СШАра, Румынире пичетлесе кăларать.

Çак ялтах 1949 çулта Исайя Максимович кÿрши – тепĕр пулас тĕпчевçĕ çуралать. Полина Николаевна Никандрова 1973 çулта Саратов хулинчи Д.И. Курски ячĕпе хисепленекен юридици институтĕнчен вĕренсе тухать. Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн аспирантуринчен вĕренсе тухсан юридици наукисен кандидачĕ (1984), доцент (1987) пулса тăрать. Хальхи вăхăтра Шупашкарти коопераци институтĕнчи юридици факультетĕнче доцент пулса вăй хурать. 60 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетленĕ. Ĕçне кура Раççей Федерацийĕ шайĕнчи Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ.

Кĕртекасси ялĕнче те сумлă çынсем çук мар. Вăл И.Я. Яковлев уçнă Чĕм-пĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕме пултарнă Петр Григорьевич Григорьев (1897 – 1973) историк, истори наукисен кандидачĕ, доцент. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен таврăнсан тин малалла вĕренме пултарнă. Чылай вăхăт хушши Шупашкарти Наукăпа тĕпчев институтĕнче вăй хунă. 14 çул Китайра пурăнса чăваш этнографийĕпе чĕлхине тĕпченĕ Н.Я. Бичурин (1777 – 1853) тата чăвашсен пĕрремĕш писателĕн С.М. Михайлов-Янтушăн (1821 – 1861), пĕрремĕш чăваш архитекторĕн Петр Егоровăн (1731 – 1789) пурнăçĕсемпе кăсăкланса чылай тĕпчев ĕçĕ пухса хатĕрленĕ.

Çак ялтах КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ тата Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн Председателĕ Александр Петрович Петров 1933 çулта çуралса ÿснĕ.

1932 çултанпа Сĕнтĕрте парти райкомĕн иккĕмĕш тата пĕрремĕш секретарĕнче, 1940 çулта Сĕнтĕр районĕнчи Çар комиссарĕнче вăй хунă Яков Анисимович Анисимов (1906 – 1945) вара кашниншĕн тĕслĕх пулса тăмалла. Хăюллă офицер, Совет Союзĕн Геройĕ 1945 çулта Аслă çĕнтерĕве кăшт çеç кĕтсе илеймесĕр паттăрла çапăçса пуçне хунă. Эпир хамăр ентешĕмĕрпе тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Яков Анисимов пек паттăр çынсем пурри пире яваплăрах пулма, тăван çĕршĕн вăя шеллемесĕр ĕçлеме вĕрентсе пымалла.

Сосновка ялĕнчен Фаддей Платонович Платонова та (1926 – 2009) палăртса хăвармалла. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан вăл Якаткасси тата Исетерккĕ шкулĕсенче учительте ĕçленĕ. Малалла хăй пурнăçне ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарма шутланă. 1950 çулта ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускаври ял хуçалăх аспирантуринче диссертаци ĕçне хÿтĕлесе экономика наукисен кандидачĕ пулса тăрать, институтра лекцисем вулать.

Тата тепĕр мухтава тивĕç çын çинчен асăнса хăварас килет. Вăл Иван Алексеевич Маркелов (1922 – 1991) – филологи наукисен кандидачĕ, доцент, СССР журналисчĕсен союзĕн членĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, хăй Ваçкасси ялĕнче çуралнă. «Молодой коммунист» хаçат редакторĕ Чăваш АССРĕн культура министрĕн шайне çитсе 13 çул хушшинче Музыка театрĕпе В.И. Чапаев музейне уçать, ун палăкне çĕклеме пулăшать. Республикăра культура учрежденийĕсен хисепĕ ку тапхăрта палăрмаллах ÿсни те – ун тивĕçлĕ тÿпи. Чăваш культурине çĕклес тĕлĕшпе 130 ытла тĕпчев ĕçĕ пухса пичетлет Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Çав вăхăтрах Купăрля каччи Авраам Ильин артист пулма институтран вĕренсе тухса Шупашкарти пукане театрĕнче артист пулса ĕçлет.

Паян та Сосновка шкулĕнчен вĕренсе тухнă пултаруллă çынсем сахал мар. Александр Георгиевич Сергеев (1979 ç., Ваçкасси ялĕ) тин çеç шкулта вĕренетчĕ пек. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе аспирантуринчен вĕренсе тухма та ĕлкĕрчĕ. 2007 çулта техника наукисен кандидачĕн ученăй степеньне илме пултарчĕ хастар çамрăк.

Валентина Михайловна Егорова (Васильева) (1964 ç., Исетерккĕ ялĕ) ятне вара тĕнчипех пĕлеççĕ ĕнтĕ. Юман пек çирĕп сывлăхлă та çăка пек çăмăл пулмах ĕмĕтленнĕ ахăр вăл шкул çулĕсенчех. Çĕнтерÿ çулĕ яланах тумхахлă та сулмаклă, апла пулин те 1992 çулхи Испанири Барселона хулинче иртнĕ XXV Олимпиадăран çĕнтерÿçĕ пулса таврăнать. Спортри ÿсĕмсемшĕн «СССР тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ» ята тивĕçет. 1993, 1994, 1996 çулсем те СССР, Раççей, Европа, Тĕнче чемпионкишĕн ăнăçлă пулнă темелле. Хамăр ентешĕмĕрсен ÿсĕмĕсем халь шкулта вĕренекен пулас спортсменсене хавхалантарса пыраççĕ.

Çулсерен Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Юрпаш ялĕнче çитĕннĕ СССР спорт маçтăрне Владимир Александрович Шалтыкова асăнса Уйкас Янасал ялĕнче ăмăрту ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта республикăри велосипедистсем ăмăртаççĕ. Çулсерен Сосновка шкулĕнче вĕренекен ачасем те ăмăртăва хутшăнаççĕ. Нумайăшĕ ăмăртуран çĕнтерÿçĕ пулса çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнать. Паллах, çакă кашни çамрăка ырă ĕçпе палăрса пыма хавхалантарать. Спорт енĕпе ачасене аталантарса пырас тесе Георгий Егорович Лукин волейболист та хытă тăрăшать. Ăмăртусем ирттерет. Вăл йĕркеленĕ команда тăтăшах çĕнтерÿçĕсем шутĕнче. Çамрăк ăру пур енчен те сывлăхлă пултăр тесе тимлет вăл.

Тăван шкулпа тачă çыхăну тытса ун пурнăçĕпе тăтăшах кăсăкланса тата пулăшса пыракансенчен пĕри – Муркаш район пуçлăхĕ тата депутатсен районти Пухăвĕн ертÿçи Игорь Васильевич Николаев. Вăлах вырăнти Ильич ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи те, Сосновка шкулĕнчи попечительсен канашĕн ертÿçи те. Вăл ертсе пыракан хуçалăх самани йывăррине пăхмасăр кунран-кун вăй илсе пырать. Игорь Васильевич шкултан вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илсен хăй çуралнă тăван çĕр тăнăçлăхĕшĕн чунĕпе çунса тăни – ашшĕ-амăшĕсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те телей.

Унпа пĕрле пĕр вăхăтра шкулта вĕреннĕ Чăваш наци телерадиокомпанийĕн радион продюсер центрĕн пуçлăхĕ – тĕп редакторĕ Олег Иванович Прокопьев та тăван шкула манмасть. Вăл мĕн ачаранах сăвăсем çырма юрататчĕ, журналист пулас туртăм сисĕнсех пыратчĕ. Хăй ĕмĕтне пурнăçларех. Нумаях пулмасть унăн «Шыв çинчи сар хĕвел çулĕпе...» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнекере тапса тăракан туйăмсен çивĕчлĕхĕ вулакана тыткăна илет. Уншăн эпир унпа пĕрле савăнатпăр. Малашне те унăн кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетленсех тăтăр.

Апла пулсан, 125 çул çитсен те, кашлать-ха Никольский вăрманĕ тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр. Ăру хыççăн ăру килет. Мал ĕмĕтлĕ пултаруллă çынсен сумлă ĕçĕсем хушăнса пыни паян çак шкулта вĕрентекенсене те савăнтарать, малалла çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарсах пырать – тăрăшни сая кайман!

Эвелина ДИМИТРИЕВА.

Зинаида АНТОНОВА.

Сосновкăри Н.В. Никольский ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика