Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Планпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет

07 ноября 2012 г.

Универсаллă электронлă карттăсене пурнăçа кĕртессишĕн ответлă пулса тăракан «УЭК» федераллă уполномоченнăй организаци çĕр-шыв субъекчĕсенче проекта пурнăçа кĕртесси епле пынин рейтингне пичетлесе кăларнă. Аса илтеретпĕр, карттăсене граждансене заявлени çырнипе 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пама тытăнаççĕ. 2014 çултан тытăнса вара карттăсене вĕсем кирлĕ марри пирки заявлени çырманнисене пурне те парĕç.

Рейтингран çавă паллă. 83 регионтан 80-шĕ плана çурри чухлĕ те пурнăçламан. Вăл шутран 40 регионта ку хисеп 15 процентран каярах. Проекта пурнăçа кĕртме хатĕрленессипе (80 процент) Астрахань облаçĕ малта. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Пушкăрт Республикипе Пенза облаçĕ. Вĕсем хăйсен планĕсене 66,67 тата 53,33 процент пурнăçланă. Ку субъектсенче кăтартусем пысăкрах пулни асăннă регионсем УЭК парассипе пилотлисем шутĕнче пулнипе çыхăннă.

Рейтинг «хÿринчисем» – Челябинск, Чул хула тата Амур облаçĕсем, çавăн пекех Мускав хули. Чăваш Ен Мускав, Рязань тата Ульяновск облаçĕсемпе пĕрле хатĕрленÿ шайĕ 20 процентпа танлашакан 16 регион шутĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика