07 ноября 2012 г.
Октябрĕн 31-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев сывлăх сыхлав модернизацийĕн программине регионсенче епле пурнăçланнине тишкернĕ канашлăва хутшăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин ертсе пынă видеоконференци мелĕпе иртекен канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхне, Мускав мэрне тата Липецк облаçĕн губернаторне итленĕ.
М. Игнатьев асăннă программа пурнăçланнипе республикăра ырă улшăнусем вăй илнине палăртса каланă. «Программа пурнăçланнин чи пĕлтерĕшлĕ енĕ – Чăваш Енре пурăнакансен сывлăх шайĕ ÿсме тытăнни тата демографи лару-тăрăвĕ стабилизациленни», – пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев республикăра юлашки 20 çул хушшинче пĕрремĕш хут халăх йышĕ ÿснине (1000 çын пуçне Ç 0,7) палăртнă. Пĕлтĕр кăна ку кăтарту -0,7-пе танлашнă пулнă. «Демографири çакăн пек лару-тăрăва эпир малашне те сыхласа хăварма шутлатпăр. Ача çураласси çине витĕм кÿрекен социаллă çăмăллăхсем – нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем пани, республикăн амăш капиталĕпе тивĕçтерни – çемьесенче виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасем çураласси çине ырă витĕм кÿчĕç», – çапла палăртнă М. Игнатьев канашлура.
«Земство врачĕ» программа ĕçлеме пуçланăранпа ялсенчи больницăсенче 126 çамрăк врач ĕçлеме тытăннине пĕлтернĕ. Апла пулин те М. Игнатьев вĕсенче медицина ĕçченĕсем çителĕксĕр пулнине палăртнă. Çитес çул çак программа пулăшнипе тата 98 çамрăк врач ял больницисенче ĕçлеме тытăнмалла. Çапла майпа кадрсен ыйтăвне татса пама май килессине каланă.
В. Путин врачсен тата вăтам медицина персоналĕн ĕç укçи калăпăшĕпе интересленнĕ. Республика Пуçлăхĕ вĕсен ĕç укçи 31 тата 35 процент чухлĕ ÿснине пĕлтернĕ.
Канашлура Чăваш Республики сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕн программин пĕр пунктне «2013–2016 çулсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене туса лартассине» республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе пурнăçлассине пĕлтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн çĕнĕ 100 ФАП хута ямалла.