Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх сыхлавĕ лайăхланĕ

07 ноября 2012 г.

Кăçалхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев «Чăваш Республикинче ял халăхне малтанхи медицина-санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 124 " Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 2013 – 2015 çулсенче ялсенче çĕнĕ йышши 100 фельдшер-акушер пункчĕ хута яма палăртнă.

Медицина пулăшăвĕпе ялта усă курассине меллĕ тăвасси Чăваш Ене уйрăмах кирлĕ. Кунта халăхăн 41 проценчĕ пурăнать (Раççейре – 26,3 процент). Çак йышăну çынсене районтан тухмасăрах паха медицина пулăшăвĕпе усă курма май парĕ. Вĕсем çĕнĕ 100 фельдшер-акушер пунктĕнче пулăшу илĕç.

Çĕнĕ ФАПсемсĕр пуçне указра çак пунктсен медицина ĕçченĕсене социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерессине те палăртнă, çакă вĕсене хăтлă условисемпе тивĕçтерме, ялти медучрежденисене çамрăк специалистсем килессине вăй пама кирлĕ.

Указа пурнăçлама республика бюджетĕнчен 250 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика