27 октября 2012 г.
Ялта пурăнаканăн килти хушма хуçалăхĕнче мĕн авалтан выльăх отраслĕ малти вырăнта. Хресчен выльăх-чĕрлĕхрен хушма тупăш илме тăрăшать. Çак укçа-тенкĕпе вăл кил хуçалăхне тытса пырать те ĕнтĕ.
Ял çыннине выльăх-чĕрлĕхе таса сывă усрама ветеринари ĕçченĕсем яланах пысăк пулăшу параççĕ. Турайри ветеринари лечебницине илер-ха. 11 ял кĕрет вăл пăхса тăракан территорие. Нумай хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ.
Çакăнта выльăх фельдшерĕ пулса ĕçлекен Алевтина Григорьевна Яхеевăран, вăл хамăр ялта – Мăн Токшикра – пурăннăран, ĕне выльăхпа вăл е ку ыйту сиксе тухсан пĕр иккĕленмесĕр пулăшу ыйтатпăр. Вăл йывăрлăхра пăрахманнине килти хушма хуçалăх тытакансем аван пĕлеççĕ. Тĕл пулса калаçайман чухне телефонпа шăнкăравласан та Алевтина Григорьевна пирĕн ыйту çине яланах тулли хурав парать е хăй çитиччен пĕрремĕш пулăшу епле памаллине вĕрентет. Ял çынни пырса ыйтсан – кăнтăрла е çĕрле, йĕпе çанталăкра е сивĕре – вăхăтра пулăшу парассине хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать.
Выльăх тухтăрĕ хăй ĕçне алă тупанĕ çинчи пек курса-пĕлсе тăнăран выльăх-чĕрлĕхĕн чирĕ тĕлĕшпе диагноз та тĕрĕс лартать. Тĕрĕс диагноз вара – сыватăвăн тĕп пайĕ. Çакăншăн та хисеплеççĕ ялти ăста специалиста Мăнтокшиксем.
Ашшĕ-амăшĕ килти хушма хуçалăхра выльăхсем нумай тытни Алевтинăна хĕр ача чухнех вĕсемпе туслаштарнă. Туслăх юратăва, ĕç суйлассине куçнă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан тăван енех таврăнать. Паян вăл хăй суйласа илнĕ ĕçре чăн-чăн специалист. Унăн пулăшăвĕ кашни килти хушма хуçалăхрах сисĕнет. Çулла пулсан ĕне касăвĕ улăха тухиччен Алевтина Григорьевна ял çыннисен 100 пуçа яхăн ĕнине тĕрлĕ чир-чĕртен прививка тăвать, юн анализа илет т. ыт. те.
Ĕçре вăр-вар хĕрарăма ялта пурăнакансем юратнипе пĕрлех ĕç коллективĕнче те хисеплеççĕ. Пултарулăхне кура кăткăсрах ĕçсене пурнăçлама та ăнах шанаççĕ.
Алевтина Григорьевна обществăлла ĕçе те иккĕмĕш вырăна хăвармасть. Вăл – ял тăрăхĕн депутачĕ. «Ĕçĕ чылай. Юрать мăшăрăм Викентий Михеевич чылай пулăшать. Унпа килĕштерсе пурăннипех виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Ку вăл – çемье савăнăçĕ», – тет ялти хисеплĕ çын, ăста выльăх тухтăрĕ.
Çакнашкал çынсемпе пурăнать те ĕнтĕ паянхи ял.
Р. ФЕДОРОВ.
Мăн Токшик ялĕ.