Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йÿçĕтнĕ купăста

27 октября 2012 г.

Кăçал купăста япăх мар тухăç пачĕ. Нÿхрепре паян вăл нумай. Купăстана йÿçĕтсе çисен лайăхрах-ши е маринадласан; Çак ыйтусем тавра мĕн шутлаççĕ-ши ăста пахчаçăсем;

И. ПАРГЕЕВ.

Ярапайкасси ял тăрăхĕ.

Ял çыннисем килти хушма хуçалăхра çулленех купăста нумай туса илеççĕ. Çавна май унпа усă курасси çинчен калаçнă чух сăмах час-часах йÿçĕтнĕ купăста çине кĕрсе каять.

Мĕнпе лайăх-ха йĕçĕтнĕ купăста

Пирĕн климат условийĕсенче йÿçĕтнĕ купăста – хĕллехи вăхăтра организма С витаминпа тивĕçтермелли чи меллĕ çăл куç. Тĕрĕс йÿçĕтнĕ купăстара С витамин хисепĕ лимонрипе танлашать. Йÿçĕтнĕ купăстана çĕр улмипе çисе курнă-и; Хĕл кунĕсенче унран пахарах апат тупаймăн та!

Кил хуçи хĕрарăмĕсен тĕп тĕллевĕ – йÿçĕтнĕ купăстара усăллă енсене ытларах упраса хăварасси. Çакна валли йÿçĕтнĕ купăстана сивĕ çĕрте тытмалла, унта рассол шывĕ çителĕклĕ пулмалла. Йÿçĕтнĕ купăстана шăнтма та пулать. Анчах кун пек тусан упранă чух вăл пĕр уйăхра С витамин виçине 10–15 процент çухатать. Шăнтнă купăстана ирĕлтерсе тепре шăнтас пулсан С витамин 30–40 процент таран çухалать. Йÿçĕтнĕ купăстана шывпа çума юрамасть: кун пек тусан унăн пĕтĕм пахалăхĕ юхса тухать.

Купăстана йÿçĕтнĕ чух клюква, кишĕр, кĕтмел, пан улми хушни С витамина ытларах упрама май парать. Купăстана йÿçĕтсен унри С, В2, РР витаминсем тата ытти усăллă япаласем рассола тухаççĕ. Çавăнпа та халăх медицининче иммунитет хавшанă çынсене, аппетита лайăхлатма, йÿçĕтнĕ купăста рассолне ĕçме сĕнеççĕ. Ăна ăшăлла, апатланас умĕн е апатланнă вăхăтра çуршар стакан ĕçмелле. Шăл тунисем ыратнă чух унпа çăвара чÿхени те усăллă.

Маринадланă купăста вара йÿçĕтнинчен катара тăрать. Мĕншĕн тесен маринадланă чух хушнă уксусра усăллă бактерисем нумай вилеççĕ.

В. СЫТИНА, пахчаçă.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ.

Йÿçĕтнĕ пан улми

Кăçал пан улми ăнса пулнăран ăна эпир нÿхрепе самай татса хутăмăр. Ку лайăх-ха, анчах мана паян ăна йÿçĕтсе усă курасси шухăшлаттарать. Мĕнле рецепт усăллăрах-ши;

А. ИВАНОВ.

Çатракасси ял тăрăхĕ.

Хĕл хырăмĕ пысăк тенĕ май çав вăхăта тĕплĕн хатĕрленессине ял çынни самантлăха та асран кăлармасть. Пан улми йÿçĕтме çирĕп, вăтам виçеллĕ, сиенленмен çимĕçсене суйласа илмелле. Татнă хыççăн вĕсене кăштах вырттарни лайăх кăна. Çуллахи сортсем йÿçĕтме кайманран тата вĕсен вăхăчĕ те иртнĕрен паян хĕле валли тесе татса хунă пан улмисене йÿçĕтме шăпах меллĕ.

Çак ĕçе туса ирттерме кил хуçине тулă е ыраш улăмĕ кирлĕ пулать. Вăл пан улмине тутă кĕртет, лайăх шăршăллă, хитре тĕслĕ тăвать. Кашни 50 кг пан улми пуçне 2 кг улăм çителĕклĕ. Малтан ăна вĕри шывпа пĕçертмелле.

Ĕç пахалăхĕ пичке пахалăхĕпе тачă çыхăнура. Юман пичке пулсан аванрах. Малтан ăна 2 процентлă сода шывĕпе çумалла, вĕри шывпа вĕрилемелле. Унăн тĕпне, айккисене улăм сармалла та пан улмисене сийĕн-сийĕн хумалла. Юлашкинчен çиелтен улăм, таса татăк сармалла та йывăр япалапа пусăрăнтарнă ывăс хумалла.

10 кг пан улми пуçне 5 л вĕретсе сивĕтнĕ шыв, 70–80 грамм тăвар, 150–200 грамм сахăр песукĕ кирлĕ пулать.

Пан улми тутине лайăхрах тăвас тесен тутă кĕртмелли çимĕçсем (сельдерей, тута кĕпçи, хура хурлăхан çулçи) тата пыл хушни вырăнлă.

Çапла хатĕрленĕ йÿçĕтнĕ пан улми кĕрхи кирек хăш уявра та сĕтеле пуянлатĕ.

А. ЯКОВЛЕВ, пахчаçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика