27 октября 2012 г.
лсем ватăлаççĕ. Шултра выльăх-чĕрлĕх – ĕне – тытакансем сахалланса пыраççĕ. Утă-улăм хатĕрлеме вăй-хăват кирлĕ. Мĕн тумалла; Качака ĕнене ылмаштарма пултарать-и;
Ĕне усранине хуплаштарас пулсан сĕт лайăх паракан ăратлă качака илмелле. Пур качака та пĕр мар. Сĕтлĕ качакасем - зааненски ăратлисем. Сĕчĕ вĕсен тутлă, кунне 5 литр таран параççĕ. Тĕнчере рекорда кĕнĕ цифра: çулталăк хушшинче – 2235 литр.
Качакана тăрантарма апат-çимĕç ĕнерен 6 хут сахалрах кирлĕ. Вĕсем утă, тĕрлĕ йывăçсен милĕкĕсене, купăста, пан улми, кишĕр, кăшман, сĕлĕ çиеççĕ. Çулла ирĕк вырăна, курăк çине кăкарма пулать.
Качака сĕчĕ, медицина специалисчĕсем палăртнă тăрăх, хĕрарăмăн кăкăр сĕчĕ пекех. Унта чĕре лайăх ĕçлеме кали чылай, тĕрлĕрен витаминсем пур. Çавăнпа качака сĕт-турăхĕ пĕчĕк ачасене те, ватăлакан организма та усăллă. Вăл тĕрлĕрен чир-чĕртен (диатез, астма, вар-хырăм чирĕсем, шăнăрсем ыратни) тасалма пулăшать. Туберкулеза та çĕнтерет, теççĕ.
Диетологсем качака ашне ачасене те, ватă çынсене те çиме сĕнеççĕ. Тĕрлĕрен чирпе аптăракансене те çак аш усăллă.
Хуçалăхра качака тислĕкĕ те юрăхлă. Ял хуçалăх специалисчĕсем çырнă тăрăх унта кали, фосфор, азот ĕне тислĕкĕнчен нумай, усси те пысăк. Хăватне кура анкарти валли качака тислĕкĕ ĕне тислĕкĕнчен 2–3 хут сахалтарах каять.
Хакĕ. Паллах, ĕнерен йÿнĕ. Анчах та ăратлă качака путекки сахал тăмасть. Çакна выльăх-чĕрлĕх усраса курнă кашни çын пĕлет. Ăратлă качакан усси хакĕпе часах саплашăнать. Çавăнпа кун пек сывлăхшăн усăллă качака илес пулсан çак телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать: 8(8352)36-10-21.
Валентина Трофимова.
Елшик ялĕ.