27 октября 2012 г.
Районти ялсенче пурăнакансене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессин ыйтăвĕ ытларах çĕрте çивĕч тăни вăрттăнлăх мар. 2008 çулта республика Президенчĕн Указĕпе йышăннă «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009 – 2020 çулсенче ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси çинчен» тĕллевлĕ программа, ку ыйтупа депутатсен районти Пухăвĕ йышăннă тĕллевлĕ программа та çавăн çинченех калаççĕ.
Ерипенрех пулин те, лав вырăнтан тапранни савăнтарать. Акă нумаях пулмасть Ильинка ял тăрăхĕнчи Мемеккасси ялĕ патĕнче шыв уçламалли çĕнĕ башня çĕкленчĕ. Апла пулсан çынсене шывпа тивĕçтерессипе лайăх еннелле улшăнусем пулмалла. Кун пирки эпĕ Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхне Юрий ПЕРЦЕВА тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм.
– Малтанах çавна каласа хăварасшăн. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пурĕ 17 ял, çынсен 1224 хуçалăхĕ. Ялсенче пурăнакансене шывпа тивĕçтерес ыйту чылай çĕрте питĕ çивĕч тăрать. Ку башньăна лартнипе эпир пур ял çыннисен ыйтăвне татса пама пултараймастпăр-ха. Ытларах çак башня Мемеккассинче пурăнакансем валли. Вăрманкассинче вырнаçнă башня юрăхсăра тухас пулсан вара кунтан Вăрманкассине, Ойкаса тата Шерĕке те шыв парса тăма май пулĕ. Сăмах май, Куçкин, Хунтăкасси, Хыркасси ялĕсенче, Апчар, Макаçи, Хопкĕпер ялĕсенчи хăш-пĕр урамсенче çак вăхăта шыв пăрăхĕсем те пачах çук.
Мемеккасси ялĕнче пурăнакансен пуçарулăхне ырă енчен палăртса хăвармалла. Хальхи вăхăтра макăрман ачана ĕмкĕч хыптармаççĕ тени тĕрĕсех. Шыв башни тума проект хатĕрлеме ял çыннисем хăйсем 60 пин тенкĕ укçа пуçтарса пачĕç. Çапла вара çĕнĕ объекта çĕклеме 2010 çулта экспертиза витĕр тухма пултартăмăр.
Башня тăвас ĕçсене «ПМК водоснабжения» чикĕллĕ яваплăхлă общество пурнăçлать. Тендерта вĕсем çĕнтерме пултарчĕç. Артезиан скважинине кăçалхи августăн 1-мĕшĕнче чавма пуçăннă. Çак вăхăта скважинăна чавса пĕтерсе башньăна вырнаçтарса лартнă ĕнтĕ. Скважина тарăнăшĕ 117 метр, башня диметрĕ 2 метра яхăн. Фундаментран тытăнса башньăна вырнаçтарса çирĕплетсе çитерес ĕçсем пĕр уйăха яхăн тăсăлчĕç.
Шыв башнине çĕклеме мĕн чухлĕ хыпкаланма тиврĕ пулин те, ку вăл çур ĕç кăна темелле. Ĕçлемелли, татса памалли ыйтусем татах нумай. 2010 çулхи хаксемпе шутласан пире строительство ĕçĕсене туса ирттерме республика бюджетĕнчен 7 миллион тенкĕ уйăрса пама пăхнăччĕ. Вăл шутран 2 миллион та 15 пин тенкĕ уйăрса панă. Строительство ĕçĕсене вара кăçал 2 миллион та 600 пин тенкĕлĕх туса ирттерме пăхнă. Апла пулсан ытти суммăна шырама тивет.
Черетре – патшалăх техника надзорĕн органĕсемпе килĕштерсе электрификаци ыйтăвĕсене татса парасси. Ку та çăмăл ĕçех мар. Шантарнине ĕненес пулсан, ку ĕçсене çĕнĕ çулччен вĕçлеме май пулĕ.
Кунпа пĕрлех башня йĕри-тавра санитари зонине йĕркелемелле, ку территорие карта тытса çавăрмалла. Çавăнтах çĕр айĕнче шыв запасĕ тытмалли пушар савăчĕ пулмалла. Пушар сÿнтермелли автомашина кирек хăçан та унтан шыв уçласа илме пултартăр.
Çавна та каласа хăвармалла. Çак вăхăтчен ял тăрăхĕн территорийĕнче шыв уçламалли башньăсем 7 пулнă. Мемеккасси патĕнче вырнаçтарнă башня кăна ял тăрăхĕ çинче пулать. Ыттисем хуçасăр шутланаççĕ. Вĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарассипе те туса ирттермелли ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар.
Мемеккасси патĕнчи башньăна хута яни, паллă ĕнтĕ, Вăрманкассипе Ойкас тата Шерĕк ялĕсенче пурăнакансемшĕн те пысăк тĕкĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен территорири ытти башньăсем пекех Вăрманкасси патĕнчи башня та совет саманинче хута янăскер. Вăл хăйĕн хăвачĕпе те 4 яла шывпа туллин тивĕçтерейместчĕ, çитменнине тăтăшах юрăхсăра тухатчĕ. Малашне асăннă ялсенче пурăнакансемшĕн ун пек йывăрлăх пулмалла мар.
В. ШАПОШНИКОВ
çырса илнĕ.