27 октября 2012 г.
Пурлăх налукĕсене тÿлемелли вăхăт вĕçленсе пынă май редакци почтинче унпа çыхăннă ыйтусем сахал мар. Вĕсем çине Раççей Федераллă налук инспекцийĕн Чăваш Республики тăрăх районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. МИХАЙЛОВА хуравлама кăмăл турĕ.
– Çулталăк хушшинче транспорт хатĕрне регистрациленĕ е регистрацирен кăларнă пулсан транспорт налукне мĕнле йĕркепе шутласа параççĕ;
– Ăна çулталăкри тÿлев виçине 12 уйăх çине пайлаççĕ те пулнă суммăна транспорт хатĕрĕ налук тÿлекен харпăрлăхĕнче миçе уйăх пулни çине хутласа палăртаççĕ. Асăнса хăвармалла: автотранспорта регистрациленĕ е регистрацирен кăларнă уйăх та тулли уйăх шутне кĕрет. Апла пулсан ку уйăхшăн та налук тÿлес пулать.
– Налук органне уйрăм çынсен транспорт хатĕрĕшĕн налук тÿлемелли пирки сведенисем ăçтан пыраççĕ-ха;
– Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ, техника хатĕрĕсен техника шайне пăхса тăракан патшалăх надзор инспекцийĕ вырăнти транспорт хатĕрĕсене регистрацилени тата регистрацирен кăларни пирки, кунпа пĕрлех транспорт хатĕрĕсене кам çине регистрацилени пирки налук органĕсене пĕлтерме тивĕç: 10 кун хушшинче – транспорт хатĕрне регистрацилени е регистрацирен кăларни пирки; çуллен февралĕн 1-мĕшĕччен – унчченхи çулталăк хушшинче пур йышши транспорт хатĕрĕсем тата вĕсене камсем çине регистрацилени пирки, çулталăк хушшинче вĕсемпе çыхăннă пур улшăнусем пирки.
– Çĕр участокĕ уйрăм çынна еткерлĕх йĕркипе куçнă чухне çĕр налукне мĕнле палăртаççĕ;
– Налука РФ Налук Кодексĕпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормативпа право акчĕсемпе пăхнă пек шутласа параççĕ. Çĕрĕн унчченхи хуçи вилнĕ дата асăннă çĕр участокĕ еткерçĕне куçнă кун шутланать.
– Çĕр участокне сутнă чухне мĕн вăхăтшăн налук тÿлемелле пулать;
– Енчен те çĕр участокне уйăхăн 15-мĕш кунĕ хыççăн сутнă пулсан, сутаканăн налук çав çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса сутнă уйăхшăн та тÿлемелле пулать. Туянакан вара налука хыççăнхи уйăхăн 1-мĕшĕнчен тытăнса тÿлет.
– Уйрăм çыннăн харпăрлăхĕнче икĕ е ытларах хваттер, çурт-йĕр е ытти те пулсан пурлăхшăн налук мĕнле илĕç;
– Пурлăхшăн тÿлемелли налук ставкисене вырăнти халăх суйлакан хăй тытăмлăх органĕсем объектсен инвентаризаци хакне кура палăртаççĕ. Енчен те куçман пурлăх объекчĕсем пĕр муниципаллă пĕрлешÿре пулсан, инвентаризаци хакĕсене пĕрле хушаççĕ те налук ставкине кура налук виçине палăртаççĕ. Объектсем тĕрлĕ муниципаллă пĕрлешÿсенче чухне вара çакна уйрăмшар туса ирттерме тивĕç.
– Пурлăх пĕрлехи пай харпăрлăхĕнче пулсан пай хуçисен налук мĕнле йĕркепе тÿлемелле пулать;
– Налук тÿлемелли объект темиçе çын харпăрлăхĕнче шутланать пулсан вĕсем кашниех налука хăйсен пай виçине кура тÿлĕç. Пурлăхăн пĕтĕмĕшле инвентаризаци хакĕ пайсен виçине кура пайланать.
– Пурлăха (хваттере) сутнă е туяннă хыççăн хăш вăхăтран тытăнса налук тÿлеме тытăнмалла;
– Çурт-йĕр, строени харпăрлăха куçрĕ пулсан унăн çĕнĕ хуçи налука харпăрлăх правине илнĕ уйăхăн пуçламăшĕнчен тытăнса тÿлет.
– Налук органĕ çынна мĕн вăхăтшăн налук тÿлеттерме пултарать;
– Енчен те налук органне кирлĕ сведенисем тăратман пирки сире пурлăхшăн, транспорт хатĕрĕшĕн е çĕршĕн налук вăхăтра шутласа паман пулсан иртсе кайнă 3 çулшăн та налук çĕнĕрен шутласа пама пултараççĕ.
– Пĕрлехи налук уведомленине мĕнле адреспа ярса параççĕ;
– Налук уведомленине налук тÿлекене регистрациленĕ адреспа ярса параççĕ. Енчен те кун пек уведомление илмен пулсан налук органне пырас пулать.
– Налука вăхăтра тÿлесе татманшăн мĕн пулать;
– Енчен те эсир уведомленире палăртнă налука тÿлемерĕр пулсан сире налук тÿлемелли пирки требовани ярса параççĕ, унта пени тÿлемелли пирки те пĕлтерни пулать. Требование хăй вăхăтĕнче пурнăçламасан вара налук органĕ требованипе пăхнă вăхăт тухнăранпа 6 уйăх иртнĕ хыççăн çыннăн пурлăхĕ шучĕпе налукпа пенисене тÿлесе татасси пирки суда заявленипе тухма пултарать. Уйрăм çынран шыраса илмелли налук, пени, штраф виçи 1500 тенкĕрен иртет пулсан налук органĕ асăннă заявление суда ярса парать. Енчен те чи малтан ярса панă требование пурнăçламалли вăхăт тухнăранпа 3 çулталăк иртнĕ хыççăн та пĕтĕмĕшле шыраса илмелли сумма 1500 тенкĕрен иртмест пулсан 6 уйăх хушшинче налук органĕ каллех парăма шыраса илме суда заявленипе тухĕ.
Суда заявлени ярса парса парăма суд приставĕсем урлă шыраса илнĕ чухне парăмçăн хушма тăкаксем тума тивет, унран патшалăх пошлини 200 тенкĕ, шыраса илмелли суммăн 7 проценчĕ чухлĕ (анчах та 500 тенкĕрен кая мар) исполнительнăй тÿлев тытса юлаççĕ.
Аса илтеретпĕр: уйрăм çынсен налук тÿлемелли вăхăчĕ ноябрĕн 1-мĕшĕнче тухать. Никамăн та парăмçăсен шутне лекес марччĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.