27 октября 2012 г.
Депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 22-мĕш ларăвĕ октябрĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ. Лару ĕçне депутатсемсĕр пуçне район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисен, организацисен тата учрежденисен ертÿçисем те хутшăнчĕç.
Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă май Муркаш районĕн бюджетне 2012 çулхи 9 уйăх итогĕсемпе мĕнле пурнăçланипе район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева паллаштарчĕ.
Ларăва хутшăнакансем депутатсен районти Пухăвĕн 2011 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи С-12Ÿ3 " «Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн 2012 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртме йышăнчĕç.
Депутатсем пăхса тухнă тепĕр ыйту Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчи пурлăха Йÿçкасси ял тăрăхĕн харпăрлăхне парасси çинчен пулчĕ. Лару йышăнăвĕпе Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Йÿçкасси ялĕнче Молодежная урамра вырнаçнă 1-мĕш номерлĕ хваттере район харпăрлăхĕнчен Йÿçкасси ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарчĕç.
Муниципаллă служба должноçĕсене ылмаштаракансен должноçри оклачĕсен виçисем, уйăхсерен тата ытти йышши хушса тÿлемелли виçесем пирки калакан положение улшăнусем кĕртесси, çакна туса ирттерессин йĕрки çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова каласа пачĕ. Çакă вăл ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе республикăри патшалăх учрежденийĕсенче вăй хуракансен шалăвĕсене кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 6 процент ÿстернипе çыхăннă.
Уйрăм депутатсем сĕннипе ларура тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та сÿтсе явма йышăнчĕç. Сăмах кунта Москакасси – Мăн Сĕнтĕр – Катькас автоçула сыхласа хăварасси пирки пырать. Пирĕн район территорийĕпе иртекен федераллă автотрассăна юсассипе ĕçсем пынă май йывăр тиевлĕ автомашинăсенчен нумайăшĕ тавра çулпа Катькас еннелле пăрăнса Москакассине Мăн Сĕнтĕр урлă тухать. Çула кун пек татти-сыпписĕр иртекен пысăк тиев валли пăхса хуман, вăл куç умĕнчех ванса пырать. Мăн Сĕнтĕрти кĕпер те ишĕлме пултарать.
Юлашки вăхăтра çак çул çинче аварисем пуласси те палăрмаллах ÿснине, çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те пĕрре мар пулнине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев. Тĕрлĕ органсене çырупа тухни те нимĕн те паман. Республика пĕлтерĕшлĕ çула хупса хума май çук.
Асăннă ыйтăва депутатсем хĕрÿ сÿтсе яврĕç. Нимĕн тумасăр пăхса ларма юрамасть. Çавăнпа та депутатсен районти Пухăвĕн йышăнăвĕпе прокуратурăна тата çула юсама çитес çул валли укçа-тенкĕ уйăрассипе республика Министрсен Кабинетне çырупа тухма йышăнчĕç, çула пăхса тăракан организацие çула сиен кÿнин калăпăшне палăртса акт хатĕрлеме сĕнчĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.