Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи куна пăхса ĕçлени палăрчĕ

31 октября 2012 г.

Вăхăт утти хăвăртлăхне чакармасть. Сисмесĕрех чÿк уйăхĕ ума тухрĕ. Уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ май паян çĕр ĕçченĕ хĕл ăшши тытассипе тимлет. Ку ĕç-хĕл уй-хир ĕçĕсене явăçтарнă ял хуçалăх техникишĕн те паян айккинче юлмалла мар. Çапла калатпăр, ăна ăнланатпăр, анчах ĕçне тума тăрсан... Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе лару-тăру çулленех йывăр. Ку ĕç ун çине пĕччен-иккĕн çеç пăхсан çăмăлланмĕ те. Çавăнпа та çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май агропромышленность комплексне аталантарассипе çанă тавăрса ĕçлесси вăй илмелле. Çĕр ĕçченĕ тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ ÿссе пынă вăхăтра ял хуçалăх техникипе перекетлĕ те тирпейлĕ пуласси – кашнин умĕнче тăракан тĕллев. Кăçал ĕçленĕ техника çитес çул та хамăрах кирлĕ пулать-çке.

Хура кĕркуннепе хĕл чиккинче тăратпăр. Малашлăха пăхса ĕçлекен ял хуçалăх техникине хĕллехи управа вырнаçтарса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Анчах тĕрĕслевсем ирттернĕ чух час-часах çăкăр тума пулăшакан техника çине алă сулнă тĕслĕхсем те куç умне пулаççĕ. Паянхи калаçу вара çитменлĕхсем пирки мар, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулакансем çинчен.

Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине тĕрĕслес ыйтупа юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин Патшалăх техника надзор инспекцийĕн ертÿçи В. Димитриев пулчĕ. Владимир Павлович вырăнсене тухса кам епле ĕçленипе тĕплĕн паллашрĕ.

– Техникăна кĕр çитсен нумай вăхăтлăха упрама тирпейлĕ лартни хресчене çур акире тата выльăх апачĕ хатĕрлес тапхăрта ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама пулăшнине пĕлетпĕр. Кунпа пĕрлех энерги перекетлекен техникăпа çĕнĕ технологисем çине куçасси те техникăна çирĕп упрама ыйтать. Çакна кун йĕркинчен кăларман хуçалăхсем ыранхи кунпа пурăнаççĕ тесе çирĕплетме пулать, – терĕ вăл Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн мехпаркĕнче пулса курсан.

Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе тунă ырă пуçарăва Суворов яч. хис. хуçалăхра кашни утăмрах тĕл пултăмăр. Р. Кузнецов комбайнерпа унăн пулăшаканĕ Ю. Орлов хăйсем ĕçленĕ «Акрос-530» комбайна питĕ типтерлĕ управа лартнă. Ăна тин çеç заводран илсе килнĕ тейĕн. Кĕрхи çумăрсемпе юр пĕрчисем комбайншăн хăрушă мар ĕнтĕ. Тасатса тирпейленĕ машина-трактор паркĕнче хĕллехи управа лартнă ытти техника тĕлĕшпе те механизаторсем тăрăшса ĕçлени куç умĕнчех. Ĕнер хирте пулнă «хурçă утсем» те, ака агрегачĕсемпе суха пуçĕсем те, çĕр хатĕрлемелли техника хатĕрĕсемпе çу кунĕсенче выльăх апачĕ янтăламалли техника та управа тирпейлĕ вырнаçнине пăхма кăмăллă. Вĕсем хăш-пĕр çĕрти пек калча айĕнче ларманни, çуталакан штоксемпе инçетрен илĕртменни, бункерсенче тырă управа хăварманни асăннă хуçалăх çĕнĕ условисенче аталану çулĕ çине тимлĕ пăхнине çирĕплетет. Савăнтарать çакă. Ĕçлекен çын малаллах пăхать, пурнăçпа тан пыма çĕнĕлĕхсене алла илнипе пĕрлех перекетлĕх пирки те манмасть. Çапла пулмалла та. Çак пĕтĕмлетÿпе тухрăмăр эпир Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн хĕç тимĕр картапа çавăрнă мехпаркĕнчен.

Анаткассисен ырă ĕçне районта ыттисен те алла илсен тем пекехчĕ.

С. НИКОЛАЕВ,

ЧР патшалăх техника надзор

инспекцийĕн районти инспекторĕ;

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика