Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл сиввисем умĕн

31 октября 2012 г.

Чÿк уйăхне çитнĕ май черетлĕ хĕл тапхăрĕ умра пулни куç кĕрет. Ку вăхăт вара пушар хăрушлăхĕпе ытти тапхăрсенчен самай пуянрах. Апла пулсан асăрханулăха пурин те çÿллĕрех шайра тытмалла пулать. Çапла калатпăр, çакна пĕлетпĕр, анчах... Пушар хăрушсăрлăх правилисене сивĕ вăхăтсем çитнĕ май пăхăнманни уйрăмах пысăк инкек патне илсе çитерет: вăй илнĕ «хĕрлĕ автан» тыткăнĕнче шартлама сивĕре пурăнмалли çуртсем, витесемпе сарайсем, мунчасем кĕлленеççĕ, çынсен пурнăçĕ татăлать.

Халĕ каланине çирĕплетекен пĕр тĕслĕх. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕ. 1 сехет те 10 минут. Пушар хуралне Торинкасси ялĕнче «хĕрлĕ автан» авăтма пуçлани пирки хыпар çитрĕ. Вырăна çийĕнчех 4 пушар машини кăлартăмăр. Анчах эпир çитнĕ çĕре П. гражданинăн 6х9,5 метр калăпăшлă йывăç çуртне пĕтĕмпех çулăм ярса илнĕччĕ ĕнтĕ. Çулăма ытти хуралтăсем çине кайма памарăмăр пулин те «хĕрлĕ автана» çăварлăхласан пушарта кил хуçин пурнăçĕ татăлни паллă пулчĕ. Инкеке тĕпчени пушар кил хуçи ÿсĕрле пирус туртнинчен тухма пултарни пирки калать. Çакă нумайăшĕшĕн урок пулĕ тесе шутлатăп.

Çуртсене хутса ăшăтмалли тата электричествăпа ытларах усă курмалли тапхăр пуçланнăран кăмакасемпе электричество кабелĕсен юсавлăхĕ малти вырăна тухса тăрать. Унчченхи хĕл тапхăрĕсене тишкерсен те пушар юсавсăр кăмакасемпе мăрьесенчен тата электрокабельсенчен хăйĕн çулне нумай уçни курăнать. Çавăнпа та хĕле кĕнĕ май юлнă ăшă кунсенче вĕсен юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслесе тухни никамшăн та ытлашши пулмĕ.

Юсавсăр кăмакаран пушар тухни иртнĕ кунсенче Шетмĕпуçĕнчи пĕр килти хушма хуçалăхра пулчĕ те. Кил хуçисем кивĕ кăмакапа усă курни пурăнмалли çурта кĕл турĕ.

Маларах илсе кăтартнă лару-тăрăва тишкерсе тата хак парса ял çыннисенчен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен, пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсенчен вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма ыйтатăп. Кăмакасем умĕнчи урайне кăвар тухса ÿкесрен 0,5х0,7 метр калăпăшлă шăвăç çапни, кăмакасен юсавлăхне хĕле кĕриччен тĕрĕслени тата мăрьесене хăрăмран тасатни, кăмакасем çумĕнче хăвăрт çунмалли япаласем тытманни хăрушсăрлăх никĕсĕ пулса тăрать. Пÿртсене хутса ăшăтма харпăр хăй тĕллĕн хатĕрленĕ тимĕр кăмакасене йăпăртлăха пулсан та вырнаçтарма, хутнă кăмакасем патĕнче вутă-шанкăпа кĕпе-йĕм типĕтме, кăмакасене хутма ача-пăчана явăçтарма, çунакан кăмакана никам пăхмасăр пăрахса хăварма юрамасть.

Паянхи куна район территорийĕнче алхаснă 35 пушарта 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Танлаштарма, пĕлтĕр çак вăхăтра тухнă 34 пушарта 4 çын пурнăçран уйрăлнăччĕ.

А. ИЗОНОВ,

патшалăх пушар

надзорĕн районти

уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика