31 октября 2012 г.
Ултав мелĕпе услам тăвакансем уйрăмах аслă ăрури çынсен тимсĕрлĕхĕпе усă кураççĕ. Шанăçа кĕме хăтланакансем хăйсене ытларах чухне социаллă ĕçченсем вырăнне хураççĕ, сăпайлă тата шанчăклă калаçаççĕ, пысăк пулăшу сĕнеççĕ – чике тăршшĕ лартса хăвараççĕ.
Акă çакăн пек тĕслĕхе прокуратурăри ĕç тăрăх каласа парам. Анук аппа (ятне улăштарнă) ялти хуçалăхра пĕчченех пурăнать, тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Вăл уйăхсерен 9 пин тенкĕ пенси укçи илсе тăрать. Ватă çын укçана ытлашши тăкакламасть, пухса пырать. Хĕрлĕ тĕслĕ пухмач-енчĕке вара çирĕп йăлана кĕнĕ тăрăх матрац айне хурать – ара унта 56 пин тенкĕ укçа вĕт. Ватă çынсенчен чылайăшĕ ку вырăна чи шанчăкли тесе шутлать.
Кăçал пахча çимĕç тулăх пулчĕ, вăхăтра пуçтар кăна. Анук аппа та иртен пуçласа кăнтăр апачĕчченех унта тăрмашрĕ. Вăхăтлăх пÿрте кĕчĕ те каялла тухса кайма ĕлкĕреймерĕ, картишĕнче 25 – 30 çулсенчи палламан икĕ арçынна курчĕ.
– Кинемей, эпир социаллă пулăшу пайĕнчен килтĕмĕр. Çитес вăхăтра сана валли çĕнĕ телевизор, холодильник кÿрсе килетпĕр, – терĕç вĕсем. Хăйсемпе пĕрле удостоверени йышши те пур иккен вĕсен, анчах та çынна шанма хăнăхнă кинемей ăна пăхмасть те.
Кун пек «ырă ĕçченсене» епле-ха пÿрте кĕме сĕнмĕн. Тепĕр тесен ун йышшисем хăйсемех аван кĕреççĕ тата кил хуçине пĕрле кĕме ыйтма пултараççĕ. Çавăн пекех сăпайлă «социаллă ĕçченсем» ытти пулăшăва та сĕнчĕç Анук аппана, йăлтах пурнăçлансан савăнмалла кăна.
Хайхискерсем пĕр-пĕрин хушшинче вырăсла, чăвашла калаçаççĕ, анчах хăйсене ятран асăнмаççĕ. Вĕсенчен пĕри Анук аппан докуменчĕсене пăхкаларĕ, унти хăш-пĕр самантсене хăй патне çырса хучĕ. Тепри вара пÿлĕм калăпăшне виçрĕ, ара вĕсем унта электропралук улăштарма, обой çыпăçтарма та шантарнă вĕт. Çапла вара Анук аппан вĕсене 4 пин тенкĕ укçа тÿлемелле пулчĕ. Вăр-вар кинемей нумай кĕттермерĕ, васкасах çывăрмалли пÿлĕме кĕчĕ, укçана кирлĕ чухлĕ илчĕ те ыттине каялла хучĕ. Хăй çапах та иккĕленчĕ-ха, чăнах та кусем пулăшуçăсемех-ши; Çапла вара ĕçченсем кирлĕ материала кÿрсе килме шантарчĕç, укçине çавăн чухне тÿлемелле калаçса татăлчĕç.
«Социаллă ĕçченсен» чылай çĕре çитмелле, пĕр çын патĕнче кăна чарăнмалла мар вĕт. Вĕсем Анук аппана ăсатма ыйтрĕç, хăйсем вара кинемейрен малтан тухрĕç. Ăсатнă хыççăн ватă çын алăри укçана каялла хурас тесе çывăрмалли пÿлĕме кĕчĕ. Алă вара матрац айĕнче пухмач-енчĕке шырарĕ, анчах... Çапла вара «ырă пулăшуçăсем» 52 пин тенкĕллĕ пулчĕç, Анук аппа 4 пин тенкĕпе тăрса юлчĕ! Çак саманта тимсĕрлĕх шайĕнче хакламалла е..;
Район прокуратури пурне те асăрхануллăрах пулма ыйтать. Кайран ÿкĕниччен, малтан тимлĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ пуриншĕн те ăнланмалла. Унта çурт-йĕр уйрăм çын харпăрлăхĕ пулнине аван çырнă. Çавна май унта ирĕксĕр кĕме, хуçаланма никамăн та сăлтав çук. Ултавçăсем хăйсене социаллă ĕçченсем, пенси фончĕн специалисчĕсем, газооператорсем вырăнне хума пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсен уйрăм паллисене, автомашина номерĕсене астуса юлма тăрăшăр.
Унсăр пуçне телефонпа улталакансем те пур. Вĕсем сирĕн тăванпа инкек пулнине пĕлтереççĕ, ăна çăлма укçа ыйтаççĕ. Ан манăр, ку – ултав серепи. Кунта каллех ытларах ватă çынсем тăкак тÿсеççĕ. Ăнланмалла, çывăх çын инкеке лекни кирек кама та çухатса ярать. Çавăнпа та чи малтан çывăх çын, пĕлĕш патне хăвăр шăнкăравласа пăхăр.
Р. Илларионова.