31 октября 2012 г.
Пирĕн районта 26 шкул, 15 ача сачĕ тата хушма пĕлÿ паракан 4 учреждени. Санитарипе гигиена требованийĕсем ыйтнипе кашни вĕренÿ учрежденийĕнчех медицина пÿлĕмĕ ĕçлемелле.
Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 10 шкул тата 11 ача сачĕ çак енĕпе ĕçлеме лицензи илнĕ. Республикăн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин лицензи пайне тата тепĕр 7 шкул кирлĕ документсем тăратнă. Тепĕр пилĕк шкулпа икĕ ача сачĕ «Роспотребнадзора» зявкăсемпе тухнă.
Анаткассинчи пуçламăш шкул – ача сачĕ, «Незабудка» ача сачĕ тата тепĕр тăватă шкул – Шомикри, Ярапайкассинчи, Кашмашри тата Мăн Хураçкари шкулсем – медицина пÿлĕмĕсем йĕркелемесĕрех сывлăх сыхлав учрежденийĕпе килĕшÿсем туса ĕçлĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕр-пĕринчен çывăхра вырнаçнă.
Вĕренÿ модернизацийĕн программипе килĕшÿллĕн медицина пÿлĕмĕсем валли оборудовани пирĕн района çитнĕ ĕнтĕ, пÿлĕмсене кирлĕ хатĕрсемпе комплектланă. Çулталăк вĕçлениччен медицина ĕç-хĕлĕ валли лицензисем илсе пĕтерме шанаççĕ вĕрентÿ пайĕнче. Медицина пÿлĕмĕсенче сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче вăй хуракансем ĕçлĕç.
Н. ДИМИТРИЕВА.