31 октября 2012 г.
Ачасен сывлăхне çирĕплетесси çине юлашки çулсенче тимлĕх ытларах уйăрни палăрать. Акă кăçал та районта çак тĕллевпе 4 миллион тенкĕ ытла усă курнă.
Çуллахи тапхăрта хула тулашĕнчи лагерьсенче канман, йывăр лару-тăруллă çемьесенче çитĕнекен ачасем çитес кунсенче лагерьсене кайĕç. Кун пирки район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтерчĕç.
Ноябрĕн 4–10-мĕшĕсенче «Чайка» лагерьте пирĕн районти 30 ача канĕ. Шупашкарта вырнаçнă çулталăкĕпех ĕçлекен «Жемчужина» лагере ноябрĕн 8-мĕшĕнче 23 ача каймалла. Вĕсем каялла ноябрĕн 14-мĕшĕнче таврăнĕç. Кунсăр пуçне районти шкулсем çумĕнче кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче профиль лагерĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕç программисене хатĕрленĕ, çак кунсенче çирĕплетеççĕ. Каникулта çак лагерьсене пурĕ 350 ача çÿрĕ.
Н. АНДРЕЕВА.