Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăм шухăшлаттарать

31 октября 2012 г.

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче юпа уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне пĕр ĕне пуçне вăтам сăвăм мĕнле пулнине пăхсан Суворов яч. хис. хуçалăхра çак кăтарту 14,8 кг, Чкалов яч. хис. хуçалăхра 14 килогрампа танлашни курăнать. Çак кăтартусем çулталăк каяллахинчен 1,5 тата 4,5 килограмм нумайрах. Çав вăхăтрах «Ударник», Чапаев яч. хис., «Передовик» хуçалăхсенче вăтам сăвăм виçĕ хут та пĕчĕкрех. Танлаштарма, районăн вăтам кăтартăвĕ – 9,6 килограмм.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансемшĕн хĕле кĕрес умĕнхи чи канăçсăр кунсем пыраççĕ. Ĕнер улăхра çÿренĕ выльăхсене витере тытса тăратас тапхăр пуçланать. Çаврăнăçуллисем çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕх апатне çителĕклĕ янтăлама ĕлкĕрнĕ темелле. Анчах апат пуррине пăхмасăрах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ĕне кĕтĕвне ÿстерме тăрăшни сисĕнмест. Çулталăк каялла ял хуçалăх производство кооперативĕсенче 2152 пуç сумалли ĕне тăнă пулсан, кăçал вĕсен йышĕ 161 пуç сахалрах.

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем паян талăксерен пĕтĕмпе 19164 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 105 килограмм сахалрах.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика