24 октября 2012 г.
Паян патшалăх услугисене электронлă майпа илме пулать. Миграци службинче кунашкал çĕнĕлĕх пур-и; Пур пулсан унпа хăш ыйтусенче тата мĕнле усă курмалла;
И. МАСТЕРОВА.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ.
Вулавçă тĕрĕс ыйту хускатни пирки пирĕн иккĕленÿ çук. Çавăнпа та унпа эпир федераллă миграци службин районти территори пункчĕн пуçлăхне Л. ПЛЕЧОВĂНА паллаштартăмăр. Любовь Геннадьевна хуравпа кĕттермерĕ:
– РФ федераллă миграци служби граждансене патшалăх услугисем парассине тĕллевлĕ çĕнетсе пырать. Юлашки вăхăтра вĕсен шутне патшалăх услугисене электронлă мелпе пани кĕрет. Унпа усă курас тесен гражданинăн патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕнче wwwĕgosuslugiĕru адреспа регистрациленмелле. Çапла тусан унăн патшалăх пулăшăвĕсем илессине ансатлатма тата ун тĕлĕшпе тăкаксене пĕчĕклетме май пулать.
Патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕ урлă заявлени пама регистраци процедури витĕр тухмалла тата территори подразделенине пĕрре килсе каймалла.
Вулавçă хускатакан çĕнĕлĕх – паян аслă ÿсĕмри нумай граждансемшĕн хăнăхман тата пĕлмен ĕç. Вăхăт иртĕ. Çамрăксем çĕнĕлĕхсене хăвăртраххăн алла илни çак çĕнĕлĕхе те кун йĕркин уйрăлми пайĕ туса хурĕ.
Раççей Федерацийĕн гражданинĕ паспортне улăштарма е çĕннине илме вăхăт çитсен çакна тума тата регистрацие тăма е регистрацирен тухма 30 кун хушшинче умри компьютер урлă заявлени пама пултарать. Çакна хальлĕхе нумайăшĕ пĕлсех каймасть-ха. Ку вара ĕçлĕ çынна хушма вăхăт тупса парать.
Патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕ чылай ĕçе çăмăллатать. Электронлă мелпе ыйтса çырни çынсене вăхăт перекетлеме пулăшать, çак ĕçе кану кунĕсенче те, кирек хăш вырăнтан та пурнăçлама май парать. Ыйтса çыраканпа ăна йышăнакан хушшинче те коррупци çулĕ пÿлĕнет.