24 октября 2012 г.
Октябрĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче районта «Контрафакт» операци иртрĕ. Ун вăхăтĕнче хăш-пĕр предпринимательсем йĕркене пăснине тупса палăртрăмăр. Вĕсем «ООО «Маша и медведь» фирма ирĕк памасăрах фирмăн логотипĕпе усă курса хатĕрленĕ футболкăсене курттăмăн туянса килнĕ хыççăн кунта сутă туса сарнă. Фирмăн чăн тавар паллипе усă курман дисксем те сутăра пулнă. Паллах, çак япаласем чăн фирмăн таварĕ мар.
Çакăн пек майпа саккуна пăснăшăн РФ административлă право нормисене пăснисен кодексĕпе çирĕплетнĕ штраф виçисем вара пĕчĕк мар. Пирĕн тĕслĕхсенче те 10–20 пин тенкĕ таранах штраф панисем пулчĕç.
С. Полтанская,
административлă практика инспекторĕ.