24 октября 2012 г.
Пысăк йыш хушшинче сывлăх енĕпе хăш-пĕр кăлтăклă çынна асăрхама йывăр мар. Акă, тĕслĕхрен, куç япăх куракан е пачах курман хÿтлĕх кĕтекен çынна аллине шурă туя тытнипе уйăратпăр. Ку символăн историйĕ 1921 çулта пуçланнă. Çамрăклăх çулĕсенче Джеймс Бигс суккăрланса юлнă, апла пулин те вăл хăй пурнăçне кичеммĕн ирттермен, ăна тĕрлĕ енлĕ аталантарнă. Çынсенчен уйрăмрах курăнас тесе туйине шурă тĕспе сăрланă, ыттисене те çапла тума сĕннĕ. Францире ку юхăм 1930 çулта пуçланнă, ун хыççăн ыттисем те ку йăлана вăя кĕртнĕ.
Çапла вара октябрĕн 15-мĕшĕнчен шурă туя кунне халалланă тĕрлĕ мероприяти тапхăрĕ иртет, çакă пĕр кунпа кăна вĕçленмест. Куç курман çыншăн туя усă курмалли хатĕр кăна мар, çавăн пекех вăл унăн куçĕ те.
Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийĕн членĕсем асăннă мероприяти тапхăрĕнче республика шайĕнче иртекен шашка, шахмат ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. Вунă район хушшинче Муркашсем пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх А. Николаев, И. Васильева, К. Павлова иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Çавăн пекех «Пÿрт-çурт хăтлăхĕ кĕтесре мар, техĕмлĕ кукăль-çăмахра» конкурс иртрĕ. Ăстаçăсем хăйсен ĕçĕсемпе район шайĕнче паллаштарнă хыççăн республикăна кайрĕç. Жюри членĕсем кунта тутлă çимĕç кăна мар, ăс-тăн çивĕчлĕхне те тĕрĕслерĕç. Çапла вара Е. Пушкина республикăра иртнĕ конкурсра виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Районти организаци вара асăннă ĕç-хĕле йĕркелесе ирттерессипе чи маттурри пулчĕ. Çакă тата ытти мероприяти йĕркелеме, республика шайне хутшăнма асăннă организацие район администрацийĕ, «Никита» автостанци, Муркаш пасарĕ, перекет банкĕн хушма офисĕ пулăшать.
Р. Илларионова.