Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара – контракт мелĕпе

24 октября 2012 г.

Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕ çар ĕçне Тĕп çар округĕнче контракт мелĕпе пурнăçлама йышăнать. Асăннă округа Йошкар-Ола, Оренбург хулисем, Самарăпа Мускав облаçĕсем, Пушкăртстан Республики кĕрет.

Çар ĕçне çак мелпе пурнăçлас текенĕн маларах салтакра пулни кирлĕ. Хальхи тапхăрта мотострелковăй, артиллери çар чаçĕсене С, Д, Е категориллĕ водительсене йышăнасси пырать. Çавăн пекех ВДВ, ВМФ, РВСН чаçĕсем те сире кĕтеççĕ.

Кандидат 30 çултан аслă мар, сывлăх тĕлĕшĕнчен çар ĕçне юрăхлă "А", "Б" категориллĕ, вĕренÿ шайĕ 11 класран пĕчĕк мар тата айăплавсăр пулмалла.

Контракт мелĕпе çар ĕçне пуçăнас текенĕн заявлени çырмалла, унпа пĕрлех ытти документсене те тăратмалла. Гражданин çар ĕçне юрăхлине йышăну пунктĕнче (Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 10 А çурт) пĕлтереççĕ.

Çар ĕçне контракт мелĕпе пурнăçлакансем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Вĕсене укçан хавхалантарнин вăтам калăпăшĕ 21 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, унсăр пуçне кашни кварталта тÿлессине пăхнă. Хавхалантару шайĕ çар тивĕçĕнчен килет. Çавăн пекех вĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтереççĕ.

Контракт ĕçĕпе çыхăннă ыйтусемпе пирĕн пайри 12, 15, 16, 17 пÿлĕмсенче йышăнаççĕ, çавăн пекех (883541) 62-1-89, 62-7-01 номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

А. Кочуров,

Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика