24 октября 2012 г.
хи октябрĕн 19-мĕшĕнчи 23 " хушăвĕпе депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 22-мĕш ларăвне октябрĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче пухаççĕ. Лару 10 сехетре пуçланать.
Ларура пăхса тухма кун йĕркине çак ыйтусене кĕртме сĕннĕ:
1. Депутатсен районти Пухăвĕн 2011 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи С-12Ÿ3 " «Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн 2012 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.
2. Муркаш районĕн бюджетне 2012 çулхи 9 уйăх итогĕсемпе мĕнле пурнăçлани çинчен.
3. Муниципаллă служба должноçĕсене ылмаштаракансен должноçри оклачĕсен виçисем, уйăхсерен тата ытти йышши хушса тÿлемелли виçесем пирки калакан положение улшăнусем кĕртесси, çакна туса ирттерессин йĕрки çинчен.
4. Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчи пурлăха Йÿçкасси ял тăрăхĕн харпăрлăхне парасси çинчен.
Ларăва район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, районти предприятисен, организацисен тата учрежденисен ертÿçисене йыхравлаççĕ.