Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукша чирĕнчен сыхланăр

20 октября 2012 г.

Урамра кĕркунне. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те пуçланчĕ. Çак вăхăтра ачасем мĕнле чирсемпе ытларах тĕл пулаççĕ; Хăшĕсем хăрушлăх ытларах кăларса тăратаççĕ; Çавăнпа та паянхи калаçăва эпир республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕн амбулатори уйрăмĕн ертÿçипе Г. Гималиевăпа йĕркелеме шутларăмăр.

– Гелия Гарефетдиновна, маларах асăннă ыйтусене эсир мĕнле хурав паратăр;

– Кĕркуннепе ытларах пÿрлешкеллĕ чирсем тата ÿтĕн кăмăска чирĕсем (грибковые заболевания) тĕл пулаççĕ. Микроспори (е тата ăна кукша чирĕ теççĕ) вара ытларах кансĕрлентерме пултарать. Чир ытларах июнь уйăхĕнче вăй илме пуçлать, август– сентябрь уйăхĕсенче хăвăрт аталанса пырать, октябрь–ноябрь уйăхĕсенче вара чирĕн чи вăйлă тапхăрне асăрхама пулать. Чир çапла аталанни кушаксемпе йытăсен сезон чирĕсемпе те, çуллахи вăхăтра ачасем вĕсемпе ытларах хутшăннипе те çыхăннă.

– Микроспори чирĕ час-часах тĕл пулать-и; Мĕнле чир вăл;

– Микроспори кăмăска чирĕ шутланать. Çак чир ерсен ÿтпе çÿç, хăш-пĕр чухне чĕрнесем те пăсăлаççĕ. Чир питĕ хăвăрт тата çăмăллăн ерме пултарать. Çавăнпа ту унпа ытларах чухне ачасем чирлеççĕ. Кушаксемпе, вĕсен çурисемпе тата йытăсемпе выляма юратакансен уйрăмах асăрханмалла. Вĕсем чирлĕ пулсан чир çынна та лекет. Микроспори чирне çак инфекци пур хатĕрсемпе усă курсан та çаклатма пулать.

Кăçалхи сакăр уйăхри цифрăна илсе кăтартма пултаратăп – республикăра çынсем микроспорипе чирленĕ 492 тĕслĕхе регистрациленĕ. Малтанхи çул çав тапхăрта ку цифра 752-пе танлашнăччĕ.

– Чир ернĕ хыççăн унăн паллисем хăçан куçа курăнма пуçлаççĕ;

– Чирлĕ çынпа е чĕр чунпа хутшăннă хыççăн чир паллисем 5–7 кунтан (зоонози форми) е 4–6 эрнерен (антропонози форми) палăраççĕ.

– Диагноза мĕне тĕпе хурса лартаççĕ;

– Чир ÿтĕн уçă вырăнĕсене ытларах килĕштерет – пите, мăя, алăсене. Вĕсем çинче 0,5 сантиметртан пуçласа 3 сантиметр диаметрлă çавракарах вырăнсем пулаççĕ. Малтанах çак вырăнта вăрăм туна сăхнă хыççăнхи пек пĕчĕк çаврашка кăна тухать, кайран вара пысăкланса çĕрĕ евĕр пулма тытăнать. Унти ÿт вистенсе тăрать.

Пуç çинчи çаврашкасем вара пысăкраххипе палăраççĕ – 3–5 сантиметр чухлех. Çав тĕлти çÿç вăйсăрланать, хыççăн вара тымартан 2–3 миллиметртан татăлса ÿкет.

Диагноза вара лабораторинче ирттернĕ тĕрĕслевсем тăрăх çирĕплетеççĕ. Тĕрĕслевре чирлĕ вырăнти çÿçе, ÿт вистенчĕкне, куç харшисене е куç тĕкне усă кураççĕ.

– Чирлĕ çыннăн мĕнле сипленмелле;

– Чире сиплессине врачпа канашламасăр ирттерме юрамасть. Унсăрăн чирпе çыхăннă ытти йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Чире амбулаторлă майпа сипленĕ чухне чирлисен вĕренÿ учрежденийĕсене, мунчана тата парикмахерскине çÿреме юрамасть.

Ача-пăча учрежденийĕсене çÿрекенсенне чире сипленĕ хыççăн тата микологи тĕрĕслевĕсене кашни вунă кунра пĕрре пурĕ виçĕ хутчен ирттереççĕ. Çавăн чухнехи результатсем йĕркеллĕ пулсан кăна ачана садика яма юрать.

– Апла ачасене ерекен çак чиртен мĕнле асăрхаттармалла;

– Асăрхаттару мелĕсем шутне медицина тĕрĕслевне тăтăш хутшăнни, чĕр чунсене те ветеринари тĕрĕслевĕ ирттерни кĕреççĕ. Чирлĕ ачана ыттисемпе хутшăнтармалла мар. Ÿт çинчи чир çаврашкине врача кăтартмасăр нимĕнпе те сĕрмелле мар, çăвăнмалла мар. Чирлĕ çыннăн çи-пуçне те ыттисенчен уйрăм çумалла, вĕретмелле е икĕ енчен те утюгпа пăсласа якатмалла.

Чире ертес мар тесен гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла: ют çынсен япалисемпе усă курмалла мар, кашнин хăйĕн çÿç тури тата ал шăлли пулмалла, уçăлса кĕнĕ хыççăн алăсене яланах супăньпе çумалла.

Ыйтусем пур пулсассăн республикăри ÿтпе венерологи диспансерăн специалисчĕсем патне çырăнма пулать. Регистратура телефонĕн номерĕ: 58-37-45.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика