20 октября 2012 г.
Ялта килти хушма хуçалăх тытса пурăнакан чăн хуçа (!) ют алăран килекен пулăшăва нихăçан та шанман, ăна кĕтсе хаклă вăхăта сая яман. «Хам мĕн тăвайратăп – çавă манăн пулать», – тенине кулленхи пурнăç тытăмне кăларса пырать вăл.
Москакасси ял тăрăхне кĕрекен Ситуккассинче пурăнакан Павлина Евстафьевна Никифоровăпа иртнĕ çуркунне Муркаш пасарĕнче выльăх кăшманĕн вăрлăхне туяннă чухне паллашнăччĕ. Ял çыннин калаçăвĕ кил-хуçалăх таврах. Çапла сăмах вакланă хушăра эпĕ Никифоровсем килти хушма хуçалăхрах çимĕçне те, вăрлăхне те, аш-какайĕпе сĕт-тăпăрчине те ытлă-çитлех туса илнине пĕлтĕм. Çу каçсан шăпа мана Ситуккассине çавăрса çитерчĕ. Ялта пурăнаканăн ĕç юратăвĕпе киленсе тухрăм эпĕ ку хутĕнче Никифоровсем патĕнчен. Павлинăпа Николай пĕр-пĕрин ĕçне хисеплени самантлăха та куç умĕнчен каймарĕ çак кун.
Хресчен çемйисенче çуралса ÿснĕскерсем ялтан тухнă пиншер ача пекех пĕчĕккĕллех пахчара йăран пуснă, уличчере выльăх пăхнă, йывăç лартнă т. ыт. те. Çулсем иртнĕ май çаксем Павлинăпа Николайăн пурнăç юратăвне çаврăннă. Çут çанталăк, килти пахча, выльăх-чĕрлĕх – йăлтах пур паян вĕсен.
– Эпир хамăр пурнăçа хамăр тăватпăр. Кунта йăлтах ансат. Пирĕнтен кашнийĕнченех президент та, ыйткалакан та пулайрать. Ĕçлемелле. Епле вăй хунине кура – çимĕçĕ те, – халăх ăсĕпе сăмахлать лăпкă кил хуçи. – Тĕлĕнме кирлĕ мар, ĕçрен хăраман çыннăн кĕреки те тулăх, сад-пахчи те пулăх.
Çак кунсенче çемье киммипе 30 çул урлă каçнăскерсен килти хушма хуçалăха аталантарассипе алă усса ирттернĕ пĕр кун та пулман. Виçĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларса вĕсене те ĕçрен ютшăнма вĕрентмен хастар мăшăр. «Ĕçрен хăрасан пурнăç пулмасть», – сăмах хушрĕ Николай Николаевич мăшăрне пахчаналла тухма алăк уçса панă май.
Никифоровсен пахчи – çут çанталăкăн хăйне май пуянлăх кĕтесĕ. Ĕçрен хăраман çын мĕн тума пултарни кунта йăлтах куç умĕнче. Кил хуçи сăмахĕнчен пахча ĕçĕсенче унăн мăшăрĕ Павлина Евстафьевна малти вырăнта.
– Эпĕ кунта пулăшни вăл – мăшăрăма ĕçлеме чăрмантарманни, хăй шухăшланă ĕмĕчĕсене вĕçне çитерме çул уçни. Çакнашкал килĕшÿпе çураçу пуррипе кĕр çитсен пахча пуянлăхпа савăнтарать те пире, – сад-пахчан кашни кĕтеснех савăнса тинкерчĕ кил хуçи мана малалла ирттерсе.
Пахчана тухнă-тухман Павлина Евстафьевна кăмăлĕ улшăнчĕ. Ăна такам хавхалантарчĕ тейĕн. Вăл пире пĕр йывăç патĕнчен теприн патне, йăран çинчен йăран çине, çырла тĕмĕсем патĕнчен виноград речĕсем патне ертсе кайрĕ. Пур çĕрте те сад-пахчана хĕле пĕлсе хатĕрлени куç умĕнче.
– Юрататăп сад-пахчара ĕçлеме. Темшĕн хĕл пулать анчах, – пĕр йывăç патĕнчен теприн патне утса калаçать пахча ĕçне чунĕпе парăннă ял хĕрарăмĕ. – «Новость Кузьмина» хăмла çырлине хĕле хатĕрлесе çумран иртсе çыхăсене çыхрăм, çĕрне пусса кăпкалатрăм. Авă тата хĕрлĕ, хура, шурă хурлăхансем сивĕсене кĕтеççĕ. 20 тĕмĕ ытла вĕсем манăн. Çĕнетсех тăнăран çуллен тулăх çимĕç параççĕ. Крыжовникăн вара хăйĕн кĕтесĕ. Йĕплĕ пулсан та юрататăп çак çырлана.
Никифоровсем килти сад-пахчана юратнине сăнлакан пĕр сăн ÿкерчĕк. Кил хуçисем çурçĕр çилĕнчен хÿтĕленсе пахчара икĕ рет йывăç-тĕмсенчен хÿтлĕх те тунă. Çапла вара садра сортлă йывăç-тĕмсемпе çеç ĕçленине катăркасăн икĕ йывăççи çимĕçпе тулăх ларни, сакура ирĕклĕ ÿсни çирĕплетрĕ кăна.
Павлина Евстафьевнăпа Николай Николаевич сад-пахчапа ĕçлемесĕр пĕр кун та ирттермеççĕ. «Тăтăшах шыравра эпир. Касатпăр, лартатпăр, сыпатпăр, пĕрне тепринпе улăштаратпăр. Акă кăçал çеç хамăр пахчара эпир хăярпа помидор тата купăстапа кишĕрсĕр пуçне 50 – 60 пуç арпус, 30 пуç ытла дыня, кавăн, кабачок, тĕрлĕрен патиссон, баклажан туса илтĕмĕр, – вăрттăнлăхĕсене уçма пуçларĕ нумай çул хушши Москакассинчи «Илем» кафере кондитер пулса ĕçленĕ хĕрарăм. – Шурă тата сарă патиссонсене кăçал пĕрремĕш туса илтĕмĕр. Вĕсене хуппинчен тасатса туранă хыççăн çăмартапа шаритлесен тутлă çимĕç пулать. Çисе пăхрăмăр ĕнтĕ. Килĕшрĕ».
Пахча ĕçне чунĕпе парăннă кил хуçи арăмĕн çывăх çулсенче килти 45 соттăй çĕр çинче пĕчĕк бассейн уçас ĕмĕчĕ пурнăçланасси пирки манăн иккĕленÿ юлмарĕ. Тăван тавралăха юратаканскер вăл паян ял çумĕнчи çырмари территорие те тасатса тăрассипе ĕçлет.
– Тавралăх хамăр кил вĕт. Ăна тирпейлĕ тытасси кашнин тĕллевĕ пулмалла, – терĕ пахчари чечексем патĕнчен аллипе сĕртĕнсе иртсе Павлина Евстафьевна.
Сад-пахча ăстисем килти хушма хуçалăхра ĕне те, тынашка та, вăкăр та, сысна та, чăх-чĕп те тытаççĕ. Сăмах выльăх-чĕрлĕх çине çитсе кайнă май «Моргаушская» МСОра ĕçлекен Николай Николаевич килти хушма хуçалăхри продукцие тирпейлесе сыр тата брынза тума маçтăр пулни те куç хĕрринче юлмарĕ. Технологие те пытармарĕ арçын.
Сыр
Сĕт вĕретме лартатăп. Вăл вĕриленсен 1 литр сĕт çине 1 килограмм тăпăрчă хушатăп та çăраличчен пăтрататăп. Хыççăн марльăпа сăрхăнма çакса яратăп. 15 минут сăрхăнать. Çав хушăра миска хатĕрлетĕп. Унта пĕр кашăк çу, пĕр чĕптĕм апат соди, пĕр çăмарта тата пĕр чей кашăкĕ тăвар яратăп. Сăрхăннă тăпăрчăна унта хушса пĕр йышши масса пуличчен çăратăп. Сыр пулчĕ те – сивĕнме лартатăп.
Брынза
Сунă сĕте кастрюльте вĕретме кĕртмелле те пĕчĕк çулăм çинче тытса унта майĕпен пăтрата-пăтрата тăпăрчă шывĕ хушмалла. 5 литр сĕт валли 1,5 литр тăпăрчă шывĕ кирлĕ. Çулăм çинчех пĕр йышши масса пуличчен пăтратса тăмалла. Сăрăхтармалли çине кăларса хунăçемĕн сийĕн-сийĕн кăшт тăвар сапса пымалла. Çур сехет сăрхăнсан тирĕк çине илсе хумалла та сивĕтмĕше лартмалла. Каçпа тунă брынза ирпе çимелле пулать. Тутлă пултăр!
– Килти условисенче сыр тата брынза лайăх тумалли чи пысăк вăрттăнлăх вăл – выльăха юратни. Ĕнене юратмасан сĕтĕн тути пулмасть. Унран вара сырпа брынза та ăнмаççĕ, – вĕçлерĕ Николай хамăр калаçăва килти условисенче продукци тирпейлес технологипе паллаштарса.
Анатолий БЕЛОВ.