Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Психика тĕлĕшĕнчен те сывлăхлă пулмалла

20 октября 2012 г.

Çын ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен сывлăхлă пулни, паллах, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах та психика тĕлĕшпе сывлăхлă пулсан кăна эпир хамăра ăнăçлăхра та ырăлăхра туйма пултаратпăр. Хальхи вăхăтра çын çине витĕм кÿрекен тĕрлĕ ен уйрăмах чылай. Çавăнпа та хамăрăн психика сывлăхне çирĕплетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Психика çирĕп е хавшак пуласси çыннăн нерв тытăмĕпе тачă çыхăннă. Çапла май пĕрисем питĕ хăвăрт пăлханса каяççĕ, хумханаççĕ, теприсем вара пăшăрханасси мĕнне те пĕлмеççĕ, вĕсен пусăрăнчăк кăмăл та нумая пымасть. Тепĕр енчен çыннăн психика сывлăхĕ çын хăйне хăй тытма пĕлнинчен, хăйĕн туйăмĕсене контрольлеме пĕлнинчен те килет. Психика тĕлĕшпе сывлăхлă пулас тесен чи малтанах хамăрăн туйăмсене йĕркелесе, тытса пыма пĕлмелле.

Çынна лайăх аталанма ырă тата начар туйăмсем шайлашăнса пыни кирлĕ. Ачана воспитани панинче те çакна шута илмелле. Ача мĕн ыйтнине ашшĕ-амăшĕ пĕтĕмпех туса пыни ăна пуçарусăр, психика тĕлĕшĕнчен хавшак çын пулса ÿсме пулăшать кăна. Çавăн пекех ачана пĕтĕмпех япăххи çинче кăна ÿстермелле мар. Кун пек чухне вăл усал, аслисене, кайран вара ыттисене те шанман çын пулса çитĕнет. Çын аталанăвĕн пур тапхăрĕнче те, вăл шутра ачалăхпа çамрăклăх вăхăтĕнче те, çĕнтерсе пымалли йывăрлăхсем пулмаллах. Вĕсем шăпах пуçарулăха, активлăха аталантарма пулăшаççĕ. Çакă вара психика тĕлĕшĕнчен сывлăхлă пулма май парать. Çыннăн хăйне лайăх хаклани, хăйне хисеплени те кирлĕ. Хамăра хамăр хисеплеме вара малтанах хамăрăн тивĕçлĕх туйăмне аталантармалла.

Çут çанталăк пире обществăра пурăнмалла тунă. Психика тĕлĕшĕнчен сывлăхлă çын хăйне хисепленипе пĕрлех ыттисене те хисеплеме, юратма пултарать, вĕсен енчен те çакăн пек туйăмсенех кĕтет.

Пурнăçри ăнăçусăр самантсене чăтса ирттерме пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Пур ĕмĕт те пурнăçланма пултарайманнине аслисен, паллах, ăнланмалла. Çавăнпа та çамрăклах пурнăçри тĕллевсене тĕрĕс лартма, ыранхи куна планлама хăнăхмалла. Çапла пулсан кăна çын хăйне чăннипех те пурнăç хуçи пек туйма пултарать, ăнăçлă ĕçлесе пырать.

Çакăнпа пĕрлех çыннăн туллин канма пĕлмелле. Йĕркеллĕ канни туйăмсем çине питĕ пысăк витĕм кÿрет. Кăнтăрла канса илсен, çĕрле лайăх çывăрса каннă хыççăн çын вĕренÿри е ĕçри йывăрлăхсене çĕнсе пырайрать. Тăтăш çывăрса тăранайманни вара шухăшлава, ăс-тăна, астăвăма хавшатать. Çавăнпа та çыннăн кирлĕ чухлĕ канмалла, çывăрмалла. Шкул ачисемпе студентсен, сăмахран, 9 сехете яхăн çывăрмалла.

Психика тĕлĕшĕнчен сывлăхлă пулма вара организма энерги те чылай кирлĕ. Апла пулсан кун йĕркине пăхăннин, спортпа туслă пулнин, сывлăхлă апатланăвăн пĕлтерĕшĕ те пысăк.

Л. Иванова,

психиатр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика