20 октября 2012 г.
«Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексне юн кун сывлăх «шыраса» кăна мар, парнесем – спорт костюмĕсем – илме килчĕç районти йывăр лару-тăруллă, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен ачасем.
Çулсеренех республикăра иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ çине пирĕн районти уйрăм çынсем тата организацисем куçарнă укçа-тенкĕпе районти ачасенех пулăшаççĕ. Акă пĕлтĕр пухăннă укçа-тенкĕн пĕр пайĕпе кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçланиччен ачасене шкула каймалли хатĕрсем парнеленĕччĕ. Халĕ вара тепĕр пайĕпе – спорт костюмĕсем.
Районти çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси спорт уявне 16 ял тăрăхĕнчи 43 çемьене чĕннĕ. Шел пулин те, пурте килмен. ФСК-на килнĕ ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем малтанах комплекспа паллашрĕç, унти майсене хăшĕсем пĕрремĕш курса тĕлĕнчĕç.
Хаваслă стартсем пуçланиччен çемьесемпе районта иртекен пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăнакансен пĕр ушкăнĕ тĕл пулчĕ. Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ачасене темĕнле пулсан та спортпа туслашма сĕнчĕç. «Ача спортпа туслă, ĕçлеме ÿркенсе тăмасть пулсан кăна сывлăхлă та йĕркеллĕ ÿсет», – тесе вĕсем питĕ тĕрĕс палăртрĕç. Юлашки çулсенче нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен паракан пулăшу тĕрлĕ енлине асăнса хăварчĕç. Сăмахран, 5 е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕре тÿлевсĕрех парассине пĕлтерчĕç. Р. Тимофеев пирĕн районти тепĕр икĕ çемье çак çăмăллăхпа кăçалах усă курассине каларĕ. Кунсăр пуçне Ростислав Николаевич районти нумай ачаллă çемьесенче ÿсекен ачасене, тăлăх ачасене çак физкультурăпа спорт комплексне тÿлевсĕр çÿреме майсем туса парассине пĕлтерчĕ.
Ачасен сывлăхĕ, вĕсен çаврăнăçулăхĕ мĕнле шайра пулнине вара хаваслă стартсем кăтартса пачĕç. Çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ĕçне йĕркелекен секторăн ертÿçи Л. Петрова ачасем валли темĕн тĕрлĕ спорт хатĕрĕпе усă курса ăмăртмалли конкурссем хатĕрленĕ. ФСК директорĕ А. Куликов тата унти инструкторсем ăмăртăва интереслĕ йĕркелеме пулăшрĕç. Ачасем тупăшусене чунтанах савăнса, хавхаланса хутшăнни палăрчĕ. Вĕсене сăнакан ашшĕ-амăшĕсем сывă пурнăç йĕрки çинчен хатĕрленĕ буклетсемпе паллашма пултарчĕç. Мала тухнă командăна комисси ертÿçи Л. Тарасова асăнмалăх парнесем парса чысларĕ. Хыççăн вара чи кĕтнĕ самант пулчĕ – ачасем спорт костюмĕсене алла илсе унтах тăхăнса пăхрĕç. Кашниех хăйне юрăхлă костюм суйласа илчĕ.
Илемлĕ костюмсемпе тивĕçтерекенĕ Хорнуй ял тăрăхĕнчи Вероника Скворцова уйрăм предприниматель пулчĕ. Çак пархатарлă ĕçе хутшăннăшăн вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн аллинчен Тав çырăвĕ илме тивĕçрĕ.
«Район центрĕнче «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ пурри питĕ лайăх. Ку ырлăхпа Муркашсен кăна мар, тăрăшсан пирĕн те, ытти ялсенче пурнакансен, усă курма пулать мĕн», – тесе пĕтĕмлетрĕç киле саланиччен ашшĕ-амăшĕсем. Апла пулсан хамăра унта çÿреме хăнăхтармаллах.
Н. Николаева.