20 октября 2012 г.
Информаци кунне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управляющийĕн çумĕ Т. Дроздова тата унăн районти управленийĕн пуçлăхĕ А. Константинов Турай тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче пулчĕç, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашса çынсене пăшăрхантараканни тавра калаçрĕç.
РФ Президенчĕн В. Путинăн социаллă пурнăçа ытларах аталантарассишĕн тата ытти ăнăçлăхшăн тăтăшах тĕрлĕ указĕ кун çути курать.
– Анчах та вĕсем хальлĕхе тĕрлĕ сăлтава пула туллин пурнăçланса ĕлкĕреймен-ха. Çавна май вăл республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умне çирĕп задачăсем лартать, мĕн палăртнине хăвăртрах вăя кĕртме хушать, – терĕ республика представителĕ Т. Дроздова.
Çÿлерех асăннă указсем хушшинче çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту та пур. Çавна май республика шайĕнче çĕнĕ указ кун çути курчĕ. Вăл пурнăçланнă май энерги перекетлекен çĕнĕ йышши материалсемпе, технологисемпе усă курса эконом-класс йышши сахал хутлă тата туянма май пур хаксемлĕ çурт-йĕр çĕкленмелле. Унпа пĕрлех пĕр харăсах темиçе тĕллев вăя кĕмелле.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту вăл – çĕрпе эффективлă усă курасси тата ку ĕçе уççăнлăх кĕртесси. Çакăн пирки район, республика тулашĕнче тăтăшах калаçаççĕ, сăлтавĕ вара ăна валли çителĕклĕ. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе информаци бази çителĕксĕр. Çĕр рынокĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем – экономикăна çĕклеме пулăшакансем. Çав хушăрах çĕрсене пĕчĕк хакпа туянса вĕсенчен пысăк услам тăвас текенсем меллĕ самант кĕтеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара çĕр ыйтăвĕ йăлтах муниципалитет аллинче. Апла пулсан уншăн тÿлекен налуксем, аренда тÿлевĕсем çĕр проценчĕпех муниципалитет бюджетне кĕреççĕ. Çакăнпа вара социаллă ăнăçлăх та çыхăннă. Çавăн пекех Патшалăх Канашĕн Президиумĕн ларăвĕнче Раççей Президенчĕ В. Путин коррупципе çыхăннă пулăмсем çĕр хутшăнăвĕнче пысăк чăрмав пулни пирки те асăннă.
– Çĕр ыйтăвĕпе тивĕçлĕ йĕрке пулмаллах. Енчен те çĕрпе тĕллевлĕ усă курман, икĕ çул хушши акман-çулман лаптăксем пулсан саккунпа килĕшÿллĕн вĕсен хуçисен çĕртен хăтăлма тивет. Çавăнпа та ăна алла иличчен тĕплĕн шухăшламалла. Илнĕ пулсан вара усă курмалла. Кашни лаптăк çĕрпе тĕллевлĕ ĕçлемелле, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев.
Пĕтĕмĕшле илсен вара Раççей тата республика, район шайĕнче лартнă тĕллевсем йăлтах çыннăн социаллă ыйтăвне татса парассишĕн, пурнăç пахалăхне тата ун тăршшĕне ытларах тăвассишĕн, çавна май демографи лару-тăрăвне йĕркелессишĕн вăя кĕмелле.
Турай ял тăрăхĕнче пурăнакансен икĕ коллективне çитрĕç. Вĕсене вара ытти ялсенчи пекех çул-йĕр çукки пăшăрхантарать. Уйрăмах Çуткÿл ялĕнче пурăнакансем пысăк йывăрлăхра. Çул ыйтăвĕ уйрăмах йĕпе-сапаллă тапхăрта мала тухать.
Çавăн пекех Йÿçкасси ял тăрăхĕнче те пулма тÿр килчĕ. «Ударник» хуçалăх ĕçченĕсем çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курса юлма тăрăшаççĕ.
Ватă çынсемпе инвалидсен интернат çуртĕнче тăрăшакансене те тĕрлĕ ыйту кăсăклантарчĕ. Вĕсем кашни ыйту çине тивĕçлĕ хурав илме пултарчĕç.
Р. МАКАРОВА.