Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшакана патшалăх та пулăшать

20 октября 2012 г.

 

Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Иван Новиков тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин çав кун Москакассипе Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсене çитрĕç, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче, Мăн Сĕнтĕр райповĕнче тĕл пулусем йĕркелерĕç, пĕрлехи информаци кунĕн темине çутатнă май ĕçлекенсен тĕрлĕрен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Тĕл пулусене хутшăнакансем коллективсенче пулнă май çавна палăртрĕç. Чăннипех те юлашки вăхăтра çынсен, уйрăмах çамрăксен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Тĕрлĕ категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, федераллă бюджетран каялла тавăрса памалла мар субсидисем уйăрса парассипе, çăмăллатнă майсемпе кредитсем парассипе программăсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Уйрăмах патшалăх пулăшăвĕ çамрăк çемьесем, çамрăк специалистсем тĕлĕшпе курăмлă.

Кунсăр пуçне педагогика, сывлăх сыхлавĕн, культура ĕçченĕсен шалăвне те тапхăр-тапхăр ÿстерсех пыраççĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсене регионти вăтам шая çитерме палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вăй хуракансен ĕç укçи шайне регионти вăтам шая çитерме кăçал республика тата вырăнти бюджетсенчен 180 миллион тенкĕ, хушма вĕрентÿ ĕçченĕсен ĕç укçи шайне регионти вăтам шая çитерме 2013 çул тĕлне 344 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.

Районта та хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем йышлă. Акă 2011 – 2015 çулсем валли палăртнă «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе 2011 çулта 17 çамрăк çемье, кăçал 5 çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çурт-йĕр туянма е тума каякан тăкаксен 35 процентне социаллă тÿлев шучĕпе саплаштарнă. Çавна валли иртнĕ çул пур шайри бюджетсенчен пĕтĕмпе 8486,437 пин тенкĕ уйăрнă.

«Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿл-лĕн çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма каякан тăкакĕсене 70 процент саплаштараççĕ. Ку мелпе пĕлтĕр 6 çемье, кăçал та 11 çемье (пĕтĕмпе 6773,42 пин тенкĕ уйăрнă) усă курнă.

Çÿлте асăннă программăна хутшăнса çамрăксемсĕр пуçне ялта пурăнакансем хушшинче ыттисем те патшалăх пулăшăвĕпе усă курмасăр юлмаççĕ. Кун пеккисем 2011 çулта 7 çемье, 2012 çулта 6 çемье пулнă.

ЧР Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчи 87 " Указĕпе килĕшÿллĕн çамрăк çемьесем хушшинче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма çăмăллатнă майпа ипотека кредичĕ илекенсем те сахал мар. Кăçал кăна кун пек çемьесем 21 пулнă. Тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесене хваттерпе е çурт-йĕрпе тивĕçтересси те патшалăх тимлĕхĕсĕр юлмасть.

Вăрçă участникĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Çак вăхăта хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче 6 çын. Кун пеккисене 2010 çулта 136 çынна, 2011 çулта 52 çынна, кăçал 41 çынна çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.

Çурт-йĕр ыйтăвĕ нихăçан та çăмăллисен шутĕнче пулман. Çавна май коллективсенче ăна сÿтсе явнă май хĕрÿ калаçусем те пулмарĕç мар. Çапах та çакна ăнланма тивет. Патшалăх çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тĕрлĕ енлĕ пулăшу мелĕсем туса парать пулин те, совет саманинчи пек пачах тÿлевсĕр хваттер е çурт-йĕр илесси пирки манма тивет. Кун пек май вăрçă участникĕсен, нумай ачаллă çемьесен (пурте мар) тата тăлăх ачасен кăна.

Тĕл пулусенче çынсем çурт-йĕр ыйтăвĕсене кăна мар, газпа, шывпа, ăшăпа тивĕçтересси тата çакăншăн тÿлесси, территорисене тирпей-илем кĕртесси, çулсене пăхса тăрасси, çул çинчи хăрушсăрлăх, çурт-йĕр çавăрма çĕр участокĕсем уйăрса парасси тата ытти пирки те ыйтусем хускатрĕç, тулли хуравсем илме пултарчĕç вĕсем çине.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика