Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăç паман ыйтусем пур

20 октября 2012 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕпе В. Петровпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев чи малтанах «Муркашри сĕт-çу завочĕ» акционерсен уçă обществинче пулчĕç. Чи малтанах вĕсем цехсене çитсе курчĕç. Предприяти ертÿçи А. Воробьев каланă тăрăх кунта инвестор килнĕ май предприяти панкрута тухас çултан пăрăнчĕ, йывăр лару-тăруран тухса пырать. 2012 çула коллектив иртнĕ çулхинчен кая мар кăтартупа вĕçлеме тĕллев лартнă. Кунта çĕнĕ цех хута яма палăртаççĕ.

Ĕç коллективĕпе тĕл пулнă май Вениамин Иванович пĕрлехи информаци кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Вăл çакна палăртрĕ. РФ Президенчĕ хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пуçласанах тÿрех 11 Указ кăларчĕ. Вĕсем социаллă сфера ĕçченĕсен пурнăçне самаях çăмăллатассипе çыхăннăскерсем. Çĕр-шывра асăннă сфера ĕçченĕсен вăтам ĕç укçине экономикăра ĕçлекенĕн вăтам ĕç укçипе танлаштарма тĕллев лартнă. Раççейре пурăнакансен 60 проценчĕ çитес çул хăйĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ.

Октябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ те Чăваш Республикинче çурт-йĕр тăвассине хавхалантармалли хушма условисем туса хурасси çинчен калакан Указ çине алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн нумай хутлă мар çуртсем тума пуçламалла. Районсенче çакна валли çĕрсем уйăрса хумалла. Çапла вара сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси самай лайăхланмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ку енĕпе пирĕн районта 2 проекта пурнăçламаллине палăртрĕ. Тĕл пулура сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене, ветерансене тата халăхăн сахал хÿтлĕхлĕ ытти сийĕсене кĕрекенсене тÿлевсĕр майпа юридици пулăшăвĕ парассине йĕркелесе яраççĕ.

Тĕл пулура иртнĕ пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ çинче чарăнчĕç. Хушма суйлав çакна кăтартса пачĕ: политика партийĕсем те, халăх та активлăха ÿстерсе пырать.

Сĕт-çу заводĕнче вара паян 78 çын ĕçлет. Унăн ертÿçи кунта ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 12 пин тенкĕпе танлашнине пĕлтерчĕ. Ку вăл чи пĕчĕк ĕç укçи чухлĕ оклад çумне преми хушсан пулакан сумма. Анчах та коллектива çакă тивĕçтерсех кайманни курăнчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев «Путь Ильича» агрофирмăра çĕнĕ комплекс хута кайнă май сĕт-çу заводĕнче производство калăпăшĕ хăпарассине, çакă ĕç укçи ÿсесси çине те лайăх витĕм кÿрессине те палăртрĕ.

Ача сачĕпе çыхăннă ыйту çине хуравланă май Ростислав Николаевич Муркашри лицея реконструкцилесе 60 ача валли садик уçăлассине, кунсăр пуçне районти халь ĕçлекен садиксенче тата тепĕр 90 ача валли хушма ушкăнсем йĕркелессине палăртрĕ. Ку енĕпе ыйтăва депутатсен районти Пухăвĕн çитес ларăвĕнче пăхса тухмалла.

Тĕл пулура предприятинче юлашки çулсенче халăха тĕрлĕ шайри наградăсене пама пăрахни пирки пăшăрханни палăрчĕ. Вениамин Иванович ку лару-тăрăва йĕркене кĕртме май пуррине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех «Чăваш Республикин ветеранĕ» ят илес шанчăк пысăкланассине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен ĕç стажĕн çулĕсене чакарасси пирки сăмах пырать.

– Килсенче шыв, çутă счетчикĕсене лартнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче çуртри пĕтĕмĕшле счетчиксем те пур. Анчах та çакă пĕрлехи счетчиксен кăтартăвне çуртра пурăнакансем çине пайлас йĕрке ăнланмалла мар иккен. Камăн килте счетчик кăтартăвĕ пысăкрах, çавсем çине пĕрлехи счетчик кăтартăвĕсене те пысăкрах çырса параççĕ иккен. Эпир путвалта пурăнмастпăр вĕт. Çуттине килте çутатпăр, шывне те хваттерте юхтаратпăр, – терĕç тĕл пулура.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку ыйтăва тĕплĕн тĕпченĕ хыççăн район хаçачĕ, радио, сайт урлă ăнлантарассине палăртрĕ.

Пĕрлехи информаци ушкăнĕ, çак кун физкультурăпа спорт комплексĕнче пулса, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Вăл кун кунта сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи ачасемпе тата тăлăх ачасемпе спорт мероприятине ирттерчĕç. Унта хутшăнакансене Вениамин Ивановичпа Ростислав Николаевич ăнăçусем сунчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çÿлерех асăннă категорисене кĕрекен çемьесенчи ачасем «Сывлăха» тÿлевсĕр çÿрессине пĕлтерчĕ.

Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ çак кун пĕрлехи информаци ушкăнĕ. Ростислав Николаевич кунти пĕрлехи диспетчер службине çĕнĕ компьютерсемпе çак эрнерех тивĕçтермеллине палăртса хăварчĕ. Кунти машинăсен гаражĕнче, котельнăйĕнче те пулчĕç. Учреждение хутса ăшăтма пуçламанчччĕ ун чух. Паян-ыран ăшă ярассине палăртрĕ учреждени ертÿçи И. Смирнов.

Муркашри вăтам шкулта кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă хыççăн ĕç укçипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Унăн калăпăшĕ тивĕçтерменни палăрчĕ. Вĕрентекенсене хăйсем пĕчĕк шкулсенче ĕçлекенсенчен сахалрах ĕç укçи илни пăшăрхантарать. Ыйтусем нумай пулчĕç. Çавăнпа та пĕрлехи информаци ушкăнне кĕрекенсем кунта республикăри Вĕрентÿ министерствин представителĕсене чĕнсех канашлу ирттерни вырăнлине палăртрĕç. Унччен вара район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районти кашни шкулти лару-тăрăва тĕплĕн тĕпчесси çинчен пĕлтерчĕ.

«Путь Ильича» агрофирмăра пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе калаçнă хыççăн хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Предприятин ĕç тăвакан директорĕ В. Вязов тÿрех 4 ыйту лартрĕ.

– Мĕншĕн хаçатсенче пĕрремĕш страницăра кама ăçта вĕлерни, кам ăçта шыва путса вилни, кам кама ăçта çапса пăрахни пирки çыраççĕ. Пĕр-пĕр лайăх аталанакан предприяти çинчен вара редакцисем статьясене укçалла кăлараççĕ. Телевизорпа кăтартакан çакнашкал информацирен те халăх ывăнсах çитрĕ. Халăха ытларах ырри, усăлли çинчен каласа памалла укçасăрах, – терĕ Валерий Иванович.

Ку ыйту çине хуравланă май Вениамин Иванович халĕ республикăра информацишĕн яваплă çĕнĕ министерство йĕркеленнине палăртрĕ. Ку ыйтăва асăннă министерство умне лартассине пĕлтерчĕ.

Тепĕр ыйту объектсем тума подрядчиксене суйласа илме ирттерекен конкурс пирки. Ăна электронлă майпа ирттернине пула ытларах чух пĕр пус укçа çук подрядчик выляса илет. Çакă муниципалитетсене вирлĕнех пырса çапать, объекта вăхăтра туса пĕтересси пысăк ыйту пулса тăрать.

«Ударник» хуçалăхпа Муркашри чăх-чĕп фабрикин шăпи те канăç памасть.

Çак ыйтусемпе пĕрлех вырăнти пурнăçпа çыхăннă ыйтусем те пулчĕç.

– Хорнуйĕнчи ача садне çĕнĕрен ĕçлеттерсе яма пулмасть-и; – ыйтать нумай ачаллă хĕрарăм.

– Пулать, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев. – Анчах паян садика 3 ача çÿрени çеç çителĕксĕр. Вăл çĕнĕрен ĕçлетĕр тесен унта ытларах ача пулмалла. Çавăнпа та пепкисене Муркаша ача садне илсе çÿрекенсемпе калаçмалла.

– Тойкилтĕре ача садне 17 сехетчен ĕçлеттерме пулмасть-и; Унта ачасем те йышлă çÿреççĕ: 16 ача. Атту 14 сехетрех ман ача илме чупас пулать ĕç пăрахса, – пулчĕ тепĕр ыйту.

Ростислав Николаевич ку ыйту та халăха майлă татса памалли ыйту пулнине палăртрĕ.

Пĕтĕмĕшле вара «Путь Ильича» аталанать, пурăнать. Кĕçех кунта туса лартнă çĕнĕ сĕт комплексне хута ямалла. Анчах та хальлĕхе кадр ыйтăвĕ пĕтĕмпех татăлса пĕтмен. Хуçалăха тĕп бухгалтер, компьютерсен ĕçне йĕркелесе тăма икĕ системнăй администратор, слесарьсем кирлĕ. Хальлĕхе кунта вăтам ĕç укçи 12 пин тенкĕ. Вырма вăхăтĕнче вара механизаторсем уйăхне 40–52 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Хуçалăха çамрăк механизаторсем те чылаййăн килнĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика