Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аслă ăру çыннисене – чыс та мухтав»

20 октября 2012 г.

Пенсионерсен союзĕн регионти уйрăмĕн правленийĕ пуçарнипе çак ятпа ятарлă уйăхлăх пиллĕкмĕш хут иртет. Ку ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк – аслă ăрури хисеплĕ çынсем патне ытларах тимлĕх уйăрасси. Çак уйăхлăхпа килĕшÿллĕн вырăнсенче тĕрлĕ тĕл пулусем, калаçусем иртеççĕ. Çавăн пекех спортпа кану тата ытти ăсталăх ĕçĕсем, вĕсем пурнăç условийĕсемпе паллашассине йĕркелеççĕ. Ветерансен юхăмĕн пуçаруçисемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене шута илнĕ.

Октябрĕн 18-мĕшĕнче вара уçă видеоконференци пулчĕ. Унăн ĕçне районсенчи пенсионерсен союзĕсен ертÿçисем, пенси фончĕсен ертÿçисем, район администрацийĕсен представителĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Аслă ăру çынни чăннипех те пысăк тимлĕхпе хисепе тивĕç. Вăл хăй ĕç ĕмĕрне йăлтах паянхи ăнăçлăхшăн ирттернĕ, апла пулсан паянхи çамрăксемшĕн. Çавăнпа та вĕсене ăшă сăмахсем калама, вĕсемшĕн ырă ĕçсем тума именер мар. Ырă туни ырăпах таврăнĕ.

Р. Макарова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика