Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур кунлăх ĕç юлнă

20 октября 2012 г.

Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе юпа уйхĕн 8 – 26-мĕшĕсенче районта смотр иртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Иртнĕ кунсенче вара тĕрĕслевсем пуçланчĕç. Хамăрăн пĕрремĕш рейдра эпир «Оринино», «Восток», Чапаев яч. хис., Чкалов яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăхсенче пултăмăр. Алă усса лараççĕ тесе никам пирки те калама чĕлхе çаврăнмасть, анчах... Хальлĕхе Отарккăри мехпаркра кăна хĕле хатĕрленесси пирки анлăн шухăшлани курăнмарĕ. Ваçкассинче вара техникăна управа лартассипе ĕçсем пур енлĕ пыратчĕç. Çав вăхăтрах «Оринино», Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче ĕнер хирте ĕçленĕ ял хуçалăх техникине хĕллехи управа ГОСТпа килĕшÿллĕн лартса пĕтернĕ.

– Техникăна йĕркеллĕ управа лартни çитес çулхи уй-хир ĕçĕсен ăнăçăвĕ пулнине кăçал хамăр тĕслĕхре куртăмăр. Тирпейлĕ упраннă техникăна ĕçе хатĕрлеме те ансатрах, ĕçре те вăл шанчăклăрах. Çакна шута хурса кăçал кĕрхи ĕçĕсем вĕçленсенех техникăна управа лартассипе ĕçлеме пуçларăмăр. Кăткăсрах техника паян гаражсенче, кăкарса ĕçлемеллисем – ятарлă вырăнсенче, – терĕ пире мехпарк территорийĕпе илсе пынă май ĕçсем çур кунлăх юлнине палăртса «Восток» хуçалăх ертÿçи М. Шишокин.

Паян асăннă хуçалăхра С. Наумов ĕçлекен суха пуçĕ çеç ĕçре. Техникăна управа лартма та хастар хутшăннă механизатор паян – кĕрхи çĕртмере. «Ĕç вĕçленсенех хамăн суха пуçне управа лартасси пирки манра ĕç тăмасть», – тесе Сергей хăйĕн «хурçă утне» хирелле илсе кайрĕ.

Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ.

С. НИКОЛАЕВ,

патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ;

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн экономика пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика