20 октября 2012 г.
Ĕнер пирĕн районти «Ударник» хуçалăхра РФ Ял хуçалăх министрĕ Н. Федоров пулчĕ. Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп федераллă инспектор Г. Федоров, Патшалăх харпăрлăхĕпе ĕçлекен федераллă агентствăн Чăваш Республикинчи территори управленийĕн ертÿçи Е. Толстов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, «Ударник» хуçалăхăн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан И. Шивирев хутшăннипе ирттернĕ калаçура Николай Васильевич çакна палăртрĕ: «Ударникри» лару-тăру çăмăл мар, анчах йывăрлăхран тухмалли шанчăк çук мар». Вăл пуçтарăннисем ку енĕпе мĕн сĕннипе интересленчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче «Ударник» хуçалăх инвесторсемшĕн илĕртÿллĕ пулнине палăртрĕ. «Кунта пай çĕрĕсем те çук, çĕре таткаласа та пĕтермен. Чунтан тăрăшса ĕçлекен çынсем те пур», – терĕ Ростислав Николаевич. Инвесторсемпе ĕçлеме пуçласси вара асăннă хуçалăх республика витĕмĕнче пулнинчен нумай килет. Калаçура предприятие йывăрлăхран кăлармалли çул-йĕре палăртрĕç. Пĕр эрне хушшинче хуçалăхăн ертÿçине тупса лартма йышăнса хăварчĕç. «Ударника» сыхласа хăвармалла, йывăрлăхран туртса кăлармалла», – терĕ Николай Васильевич. Ку ĕçре Чăваш Республики пуçаруллă пулни вырăнлине палăртрĕ.
Ĕçлĕ калаçу хыççăн РФ Ял хуçалăх министрĕ масар çинче пулса П. Давыдовăн вил тăпри умĕнче пуçне тайрĕ, чĕрĕ чечексем хучĕ. «Пултаруллă çынччĕ Платон Павлович. «Ударник» хуçалăха сыхласа хăварни эпир Платон Павловича асра тытнине çирĕплетекен чи лайăх мел пулĕ», – терĕ Николай Васильевич.
Л. Туктина.