Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çухрăм çул тимлĕх ыйтать

20 октября 2012 г.

Çул-йĕр ыйтăвĕ яланах чи çивĕччисенчен пĕри пулнă: пуррисене пăхса тăмалла, çĕннисене хута ямалла. Еплерех пурнăçланать-ха районта ку тĕлĕшри ĕç-хĕл; Çак ыйту çине хуравлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн ертÿçинчен В.Г. Никитинран ыйтрăм.

– Район территорийĕнче федераллă пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр 27 километр, республика çулĕсем 93,9 километр, район пĕлте-рĕшлĕ çул-йĕр вара 199,7 километр шутланать. Вĕсенче 13 кĕпер вырнаçнă, вĕсен тăршшĕ 508,4 метр.

Маларах пуçланă «Атăл – Мулкачкасси – Оринин» маршрутлă çул тăвассине октябрь вĕçĕнче пĕтеретпĕр. Унăн тăршшĕ 1 километр та 336 метр чухлĕ. Кăçал çакăн валли бюджетра 6 миллион та 407 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Çавăн пекех Исетерккĕре ĕç пырать, унта 657 метр çул тума палăртнă, ăна тăвасси те чылай çула тăсăлчĕ.

Çул-йĕр тăвассипе ĕçленисĕр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи лаптăксене тирпей-илем кĕртетпĕр. Ку ĕçе Москакассинчи Зеленая урамра, Муркашри Заводская урамра йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех ку енĕпе Муркашри Гагарин, Хĕрлĕ Тÿрем, Октябре 50 çул урамсенче тимлемелле.

– Ялсенчи урамсем пирки мĕн калама пултаратăр;

– Ял тăрăхĕсенчи ял урамĕсен тăршшĕ 375 километрпа танлашать. 100 километрĕ асфальт сарни, 275 километрĕ вара ахаль çул-йĕр. Паянхи куна ялсенчи 36 урама асфальт çул сарма проектсем хатĕр. Хальхи хаксемпе илес пулсан 1 километр асфальт çул тума 15 миллион тенкĕ укçа кирлĕ. Апла пулсан кунта кашни ял ыйтăвне тивĕçтерме питĕ нумай укçа-тенкĕ каять. Паллах ку ĕç валли район бюджечĕ кăна çителĕксĕр. Асăннă çул-йĕре «Энергосервис», «Волгостройтранс», «Автодорсервис» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем пăхса тă-раççĕ.

Паянхи кун тĕлне ялсенчи çулсене юсассине пĕтĕмпе 6 километр çинче пурнăçлама палăртнă. Çакăнта 8 миллион та 542 пин тенкĕ укçа уйăрма пăхнă. Ку ĕçе «ДЭП-146», «Кредор», «Дорстрой», «Автодорсервис» организацисем пурнăçлаççĕ. Халĕ вĕсене юсасси вĕçленсе те пырать.

Октябрь уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче район пĕлтерĕшлĕ «Атăл – Вăрăмой» (480 метр тăршшĕ) тата «Муркаш – Хорнуй – Платкасси» (772 метр) маршрутлă çулсенчи юсав ĕçĕсене вĕçлерĕмĕр. Çак ĕç валли 9 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Республика тата федераллă пĕлте-рĕшлĕ çулсене пăхса тăрасси район бюджечĕ çинче мар.

Çул, газ, шыв пулсан вара ял пурăнать, ун пек чухне пурнăçа хурлаймăн. Анчах та районти чылай яла асфальт çул çитмен. Ку ыйтăва кĕске самантра татса пама май çук.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика