17 октября 2012 г.
Ача-пăчана Шупашкара е ытти хулана вĕренме кăларса ярсан вĕсене контрольлесе тăрассине татах та вăйлатмалла. Çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче çак тема питĕ çивĕч пулчĕ.
Тăхăр класс хыççăн колледжсемпе техникумсене çул тытнă яш-кĕрĕмрен хăшĕсем унта мĕн тĕллевпе кайнине мансах каяççĕ пулас.
Акă «Шупашкарти ТрансСтройТех техникум» вĕрентÿ учрежденийĕ пирĕн районти икĕ студента кăларса ярас пирки ходатайствăсемпе комиссие тухнă. Шупашкарти 4 " професси училищи тепĕр студента кăларса ярас шухăшлă иккен. Сăлтавĕ – студентсен «хÿрисем вăрăмми». Мĕншĕн тесен занятисене чылай сиктернĕ, производство практикине те ĕçлесе татман, ун пирки отчет тăратасси мĕнне маннă.
Комиссие пынă студентсенчен пĕри хăй вĕренме çÿременнине укçа çитменнипе ăнлантарать. Тепри вара маçтăрпа пĕр чĕлхе тупайманнипе ун çине «çилленнĕ». Ку студент урăх училищĕне куçас шухăш пуррине пĕлтерчĕ. «Пĕрремĕш курсран тытăнса та вĕренме хатĕр», – тет вăл. Çакăн сăлтавĕ маçтăрпа пĕр чĕлхе тупайманнинче кăна мар пулĕ те, анчах та çамрăк чунне уçмарĕ. Унта йĕркеллĕ вĕренме шантарса каларĕ çеç. Виççĕмĕш студенчĕ вара комиссие пачах та пыман, хăй килейменнин сăлтавне те пĕлтермен. Çавăнпа та ун тĕлĕшпе ыйтăва татса пама май пулмарĕ.
Ларура çамрăксем психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитейменни палăрчĕ. Апла пĕчĕкреххисем пирки мĕн каламалла-ха; Акă Турай ял тăрăхĕнчи пĕр çемьене «уçрĕç» комисси членĕсем. Ку çемьере специалистсен шалтан шала «чавса» кĕрсе каймалли питĕ нумаййи алă тупанĕ çинчи пекех курăнчĕ. Пуçламăш класра вĕренекен ача хăйĕн амăшĕпе асламăшĕ хушшинче «çухалсах кайнă». Темĕн тĕрлĕ усал ĕçе те ку таранччен çын çине кăларман: килте те, шкулта та асăрхаттарнипе кăна çырлахнă. Нумай пулмасть вара вăл амăшĕн сăмахĕсем çине кÿренсе телефонпа шăнкăравласа полицие суя хыпар çитернĕ: ÿсĕр амăшĕ ăна хĕнет мĕн. Ачапа психологсем çийĕнчех ĕçлеме килĕшрĕç. Анчах шкул та пулин мĕншĕн-ха маларах пĕлтермен çакăн пек йывăр лару-тăрăва лекнĕ ача пирки; Хуравĕ уçă юлчĕ. Мĕншĕн тесен сăлтавĕ нумай.
Ачана кирек епле вăхăтра та тимлĕх кирлĕ. Çакна асра тытмаллине кашни ашшĕ-амăшнех (çирĕм ытла ĕç пăхса тухрĕç) асăрхаттарса каларĕç ларура. Унсăрăн вĕсене çăмăллăнах «çухатма» пулать. Каялла тавăрасси вара питĕ йывăр.
Н. Николаева.