17 октября 2012 г.
Ĕçрен хăраманни çеç ÿсĕм патне илсе пыни кăçал районти çĕр ĕçченĕ тĕлĕшпех пулчĕ. Ĕçне çиччĕ виçсе хак паракан хресчен кăçал çумăрăн кашни тумламĕпе туллин усă курнипе пĕрлех типĕ çанталăкăн кашни минутĕнче виçеллĕ те тухăçлă ĕçлеме пултарчĕ. Çапла вара кĕр çитсен пит хĕретмелле мар тухăç илчĕ вăл, ăна вăхăтра пуçтарса кĕртсе кĕлете хучĕ. Малта пыракан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмипе пахча çимĕçе, тымар çимĕçе тухăçлă туса илнĕ хресчен «Кĕр парнисем» уява та активлă хутшăнчĕ. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕр çын пек пуçтарăнчĕç вĕсем «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕпе район центрĕнчи автовокзал умĕнчи лапамсенче йĕркеленĕ суту-илĕве. Кунĕ те çĕр ĕçне пĕтĕмлетме валлиех хĕвеллĕ те ăшă пулчĕ. Çавна кура ирлесех Муркашра хаваслă юрă-кĕвĕ янăрани те уява пыраканăн кăмăлне çĕклерĕ. Ял хуçалăх продукчĕсем сутассипе йĕркеленĕ куравра ыттисен ĕçĕ-хĕлĕ çине пăхса тĕлĕнни кашнийĕнчех çĕнĕ шухăшсем çуратрĕ.
Вăхăт çитрĕ. «Кĕр парнисем» ярмăрккăна савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика, АПК аталанăвĕн тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев уçрĕ. Хăйĕн кĕске сăмахĕнче Владислав Кириллович 13 пин гектар çинчи тырă-пулăна пуçтарса илессипе ĕçлени, çĕр улмипе пахча çимĕç тата тымар çимĕç туса илессипе епле вăй хуни çинче чарăнса тăчĕ. Ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă хуçалăхсемпе паллаштарчĕ, вĕсен ĕç кăтартăвĕсене илсе кăтартрĕ, килти хушма хуçалăхсенче те ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе ĕç самантлăха та чарăнманнине палăртрĕ.
– «Кĕр парнисем» ярмăрккă эпир пĕрле пулса ĕçлеме, йывăрлăхсене çĕнме пултарнине кăтартать. Паллах, çутă малашлăха пăхса ĕçлемелли пирĕн сахал мар-ха, анчах кăçалхи йывăр ял хуçалăх çулĕнче эпир тума пултарни те пирĕн вăйсем иксĕлменнине çирĕплетет, – терĕ Владислав Кириллович саламлă сăмахсемпе хавхалантарнă май. – Эсир кирек епле çанталăк условийĕсенче те тухăç илме пултарнине кăçал аванах куртăмăр. Апла пулсан пирĕн сирĕнпе малашлăх пур.
«Кĕр парнисем» ярмăккăна пынисен çак кун пĕр вырăнта ларса-тăма майĕ те пулмарĕ. Çакăн сăлтавĕ – ял хуçалăх продукчĕсен курав-ярмăркки анлă сарăлса ĕçлени. Ăна ял хуçалăх предприятийĕсенче, шкулсенче, килти хушма хуçалăхсенче кăçал туса илнĕ продукцирен йĕркеленĕ. Кашни ял тăрăхĕн, предприятин, шкул коллективĕн хăйĕн вырăнĕ. Акă Юнкă ял тăрăхĕн палаткинче пахча çимĕçпе пан улмирен тата çĕр улмирен ăсталанă «Халăх туслăхĕ» хуçаланать. Калайкассинчи ял библиотеки çумĕнчи «пахчаран» унăн хуçисем Зинаида Васильевнăпа Петр Яковлевич Мазуркинсем «пахча çимĕçпе мухтанакан тĕрлĕ эреш-тĕрĕллĕ пике умĕнчех» «купăста вăрланă качакана хăвалаççĕ»: эй, тытăр, тытăр çав вăрра! Ăна ответ тыттармалла! Çак ăсталăх – Мазуркинсен ял библиотеки çумĕнче йĕркеленĕ творчество студийĕн çимĕçĕ. Муркаш райповĕн Лантăшри çăкăр пекарнинче хатĕрленĕ çĕнĕ тырă арманĕ те курава пынисене çĕр ĕçченĕн пуян фантазине кăтартать.
– Тырри пулсан çăнăхĕ пулĕ. Унран тутлă та техĕмлĕ çимĕç пĕçересси – пирĕн тивĕç, – тет пекарня ĕçченĕ Л. Звонкова.
Лапамсенчи палаткăсенче çак кун уй-хирте тата килти пахчара вăй хурса ĕçлекенсем хăйсен çимĕçĕсене ăстарах та ăстарах кăтартма пултарнинчен тĕлĕнсе иртсе çÿрерĕм çеç. Акăшсем çутă кÿлĕре ишнине, вĕсем çине улăмран çыхса тунă юлан ут пăхнине, юнашарах асанне чуста çăрса ларнине, кăмакаран анчахрах тухнă çĕр улми кукăльне куратăн та ял ĕçченĕсем çĕнĕ çăкăрпа пахча çимĕç урлă хамăр таврари пĕтĕм пурнăçа куç умне кăларнине асăрхатăн. Маттур!
– Çĕнĕ çăкăртан пĕçернĕ кукăльпе кăçалхи хăмла сăрин техĕмне çитекенĕ çук вара, – терĕ çавра кукăльпе тата килте вĕретнĕ сăрапа ăмсантарса Турай ял тăрăхне кĕрекен Анаткас Чурашра пурăнакан Валентина Михайловна Антонова пенсионерка. Астивсе пăхатăп та хирĕçлеме сăмах çук. Ĕç ĕмĕрне Суворов яч. хис. хуçалăхра уй-хир бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕскер юлашки çулсенче тăтăшах «Кĕр парнисем» ярмăрккă-курава хутшăнса Хисеп грамотисене тивĕçнĕччĕ.
– Тĕллевĕ Хисеп хучĕ илесси мар – хамăр çу каçа мĕн тума пултарнине ыттисене кăтартасси, кÿршĕсен ĕçне курса çĕнĕ ĕмĕтсем çуратасси. Килти хушма хуçалăх тытса пыракан та тăтăшах çĕннине шырать вĕт, – куçран тинкерчĕ килти 40 сотка çĕр çинчех темĕн те акса-лартса ÿстерме маçтăр пластик кĕленчесенчен хăй аллипе ăсталанă юмах кĕтессипе паллашма киле хăнана чĕнсе.
Ярапайкассинчен килнĕ çамрăк пахчаçă А. Смелов сутакан улмуççисем патĕнче те халăх йышлă. Ялти кашни сотка çĕрпе тухăçлă усă курса Саша 15 çул ĕнтĕ таврари ялсенче пурăнакансене улмуççи хунавĕсемпе тивĕçтерет. Улмуççисене лартасси, ÿстересси, çимĕçĕсемпе усă курасси пирки те ыйтакансене усăллă канашсем вырăнтах парать. Акă Шурчара пурăнакан Михаил Кудашов (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) та кашни улмуççи пиркиех тĕплĕ ыйтса пĕлсе хунавсем туянчĕ.
Ял хуçалăх продукчĕсемпе сутă тăвакан ретре вара халăх хĕвĕшет кăна. Ăнланмалла, çак уявра йÿнĕрех хакпа хĕл валли продукци туянса юлни никамшăн та ытлашши мар.
Исетерккĕри А. Афанасьев килти хушма хуçалăхран илсе тухнă сысна какайĕ те хуçасăр нумай выртмарĕ. Çĕньял Хуракассинчен пан улми сутма тухнă А. Михайловăн çимĕçĕсем те туххăмрах «ураланчĕç». Шаптак Муркашра пурăнакан Л. Майкова сутакан шултра ыхрапа сухан патĕнчен те чылайччен халăх татăлмарĕ. А. Толстов хресчен (фермер) хуçалăхĕн купăстине те уява пынисем черет тăрсах туянчĕç. «Ĕçлесен продукци пулать. Паян туянсан хĕл кунĕсенче хыпаланмалла пулмĕ», – сĕнет тавар туянакансене Л. Толстова.
– Тулăх тăрантартăмăр та ашĕ те паха. Çакна ăнланчĕç пулас уява килнисем – самантрах туянса пĕтерчĕç, – тет суту-илÿ ăнăçлă пулнишĕн савăнăçне пытармасăр тепĕр кил хуçи хĕрарăмĕ.
– Кун пек çĕр улмине курса-и; – ыйтать юлташĕнчен пĕр хĕрарăм.
– Çук. Ун пекки пулма пултараймасть, – ал сулать лешĕ малалла талпăнса.
– Пасар пĕрле те телей уйрăм теççĕ. Эсĕ кай, эпĕ хам валли çитес çул лартма тесе пĕр-ик килограмм та пулин туянам-ха, – тесе малтанхи хĕрарăм витрина патнелле утрĕ. Çĕр улми тултарнă михĕне пăхрăм та эпĕ те тĕлĕнсе кайрăм. Икĕ чышка пысăкăш çĕр улмисем унта. Кишĕрĕсем тата епле пысăк!
Кам çĕр улмипе, кам пахча çимĕçпе хăй ăсталăхне кăтартать уява пынисене. Хăшĕ аш сĕнет, хăшĕ – çăмарта. Шашлыкĕ те уяв хăтне ÿстерет кăна. Сутлăха илсе тухнă хур-кăвакалĕ те, пытармăпăр, кĕр пуянлăхех.
Катькас ял тăрăхĕнчи Карамалькасси ялĕнче пурăнакан Андрей Федорович Пайков 5-мĕш çул ĕнтĕ килти хушма хуçалăхра купăста çитĕнтерессипе тăрăшать. Çак ĕçри нумай вăрттăнлăха алла илнĕ вăл. Килти хушма хуçалăхри 20 сотка çинчи купăста кăçал ăнса пулнине унăн хуçи ман умрах тараса çине илсе хунă купăста пуçĕн виçи те çирĕплетрĕ: пĕр пуç 9,8 килограмм тайрĕ.
– Пĕчĕк купăста çумĕнче ан ÿкер мана. Шултра купăстисем те чылай, – сăпайлă йăл кулса калаçать Андрей купăста тултарнă черетлĕ сеткăна тавар туянакана тыттарнă май.
«Кĕр парнисем» уявра тĕл пулса калаçнисенчен чылайăшĕ уйрăм калаçăва тивĕç. Вĕсен ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарни пĕрлехи ÿсĕм çулĕ пулнине пытарма çук. Çавăнпа та уяври ăста пахчаçăсемпе хамăрăн хаçат страницисенче татах тĕл пулăпăр-ха.
Уявра тĕрлĕ номинацисемпе конкурссем иртрĕç пулсан та вĕсен тĕллевĕ тата пĕтĕмлетĕвĕ пĕрре пулчĕ: «Ĕç çынна тăрантарать. Тухăç пысăк пулсан экономика вăйланать, çĕр-шыв та тĕрекрех, пуянрах пулать».
Спорт
Кĕрхи уява пынă «Кулибинсем» патĕнчен иртсе Спорт çурчĕ патнелле пынă май ĕнер ĕçре пулнă çамрăксем мини-футболла выляса тата пăт пуканĕ çĕклесе тĕп парнесемшĕн ăмăртни катаранах илтĕнчĕ. 6 команда вăй виçет кунта. Кашниех маттурлăхпа палăрать. Акă Çатракасси ял тăрăхĕн команди мини-футболла выляса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Анчах пăт пуканĕ йăтассипе-тĕртессипе Юнкăсене çитекенни пулмарĕ.
Ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç пулин те туслăх çĕнтерни никама та иккĕлентермерĕ.
Анатолий БЕЛОВ.