Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем – алимент парăмçисем

17 октября 2012 г.

Районта алимент парăмçисен йышĕ ÿссех пырать. Сăлтавĕ кунта тĕрлĕрен: пĕри эрехе нимрен мала хурать, тепри аякка ĕçлеме тухса кайнă та çемье пирки пачах маннă. Апла-и, капла-и – ачан вара ÿссе аталанмалла. Ку тĕлĕшри парăмçăсен ытларах пайĕ вăй питти çулсенчи яланлăх ĕç вырăнĕнче тимлемен, вăхăтлă ĕçрен тупăш илекен е ниçта та ĕçлемен çынсем.

Раççей Федерацийĕн саккунĕ ача правине туллин хÿтĕлет. Унăн пурнăç условийĕшĕн ашшĕ-амăшĕ ответлă. Эпĕ район прокурорĕн çумĕнчен, юстици советникĕнчен Ю. Семеновран саккуна сĕмсĕррĕн пăсакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм.

– Чăнах та РФ УК 157 статйинче пăхнă йĕркене пăсакансем, алимент тÿлеменнисем, йышлансах пыраççĕ. Чылай чухне парăмçăсем суд йышăнăвне те пурнăçласшăн мар. Кун пек фактсемпе вара хамăрăн ĕçе татах та çирĕплетме тивет. Саккуна пăсакансемпе прокуратура ĕçченĕсем, суд приставĕсем сахал мар тăрмашаççĕ.

Кунта манăн чи малтанах çÿлерех асăннă саккуна пăсакан, ответлăха туйман хĕрарăмсене асăнас килет: ачашăн амăшĕ çывăхрах. Лапкас ялĕнче 1973 çулта çуралнă Л. Степанова саккунлă мăшăрланусăр йышлă ача амăшĕ пулса тăнă. Анчах та вĕсене пăхас тивĕçе вăл туллин пурнăçлама пултарайман: виççĕшĕ – патшалăх хÿттинче, пĕр ача тĕлĕшпе ăна амăш правинчен хăтарнă...

2006 çулхи тата ун хыççăнхи айăплавсем хĕрарăма тĕрĕс çул çине тăма пулăшайман. Амăш правинчен хăтарни алимент укçи тÿлессинчен хăтармасть. Çапла вара унăн пурпĕр ачана ÿстерме пулăшмалла. Вăл çак ĕçе пурнăçлама тивĕç. 2007 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа 2012 çулхи июнь уйăхĕчченхи алимент парăмĕ унăн 290 пин те 297 тенкĕпе танлашать.

2005 çулта кун çути курнă хĕр ачаран амăшĕ çуралсанах хăтăлас тĕллев лартнă. Çапла вара пĕчĕксерне Улатăрти ача çуртне ăсатнă. Юрать-ха тепĕр вăхăтран «куккук амăшĕн» ырă чун-чĕреллĕ тăванĕ тупăннă, пĕчĕкскерне хăй хÿтлĕхне илнĕ. Анчах та Л. Степанова ку çемьене укçа-тенкĕ тата ытти тĕлĕшпе пулăшман, вĕсемпе кăсăкланман.

Çапла вара суд йышăнăвĕпе ăна ултă уйăх ĕçлесе юсанмалла, тупăшăн вунă процентне патшалăх шутне куçармалла тунă.

Тепĕр парăмçă – Шаптакра çуралса ÿснĕ, Муркашра пурăнакан Е. Маноль. Ăна амăш правинчен хăтарнă, 2010 çулта РФ УК 157 статйин 1 пайĕнче пăхнă йĕркене пăсса тунă преступленишĕн айăпланă.

Кун пек айăплав унăн татах та пулнă, анчах та вăл юсанма шухăшламанни аван курăнать. Суд йышăнăвĕпе 1982 çулта çуралнă хĕрарăмăн 2009 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа çул çитмен ача тĕлĕшпе алимент тÿлемелле. Апла пулин те вăл ку енĕпе тимлемен, 2012 çулхи июнь уйăхĕчченхи 251 пин те 639 тенкĕ парăма татман. Çавăн пекех официаллă майпа ĕçе те вырнаçман.

Унăн ачине тăванĕ хÿтлĕхе илнĕ. Кăçалхи май уйăхĕнче вара вăл ача валли пин тенкĕ çурăна яхăнлăх хăш-пĕр çи-пуç туянса панă. Хĕрарăм вăл е ку ĕçрен хушма тупăш илнĕ, анчах та ăна йăлтах хăй валли тăкакланă. Çапла вара ку хутĕнче суд ăна сакăр уйăх ĕçлесе юсанма, тупăшăн 10 процентне патшалăх шутне куçарма йышăну кăларчĕ.

1976 çулта Атапай ялĕнче çуралнă А. Блинов та 2008 çулхи суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн парăмçăсен шутĕнче тăрать. Унăн çул çитмен икĕ ачи тĕлĕшпе алимент тÿлемелле. Парăм пуррине шута илсе унăн NOKIA маркăллă телефонне суд приставĕсем арестлеççĕ. Пурлăха уйрăм хак парса вăхăтлăх ун патĕнчех управа хăвараççĕ. А. Блинов вара арестленĕ телефона тепĕр çынна парать, çапла майпа суд приставĕсенчен хăтарать. Çакă РФ УК 312 статьян 1 пайĕнче пăхнă йĕркене пăсни пулать. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн парăмçăна ултă уйăх тĕрĕслев тапхăрĕ панă.

1962 çулта Токшикра çуралса ÿснĕ В. Илескин парăмçă виçĕ ача ашшĕ, вăл шутра иккĕшĕ – çул çитменнисем. Малтанхи преступленисемшĕн ăна çичĕ çул ирĕкрен хăтарнă. 2007 çултан пуçласа вара ачисем вун сакăр çула çитиччен унăн уйăхсерен алимент тÿлемелле. Кăçалхи июль уйăхĕ тĕлне парăм 90 пин те 120 тенкĕпе танлашать. Суд ăна çичĕ уйăх ĕçлесе юсанмалла тата тупăшăн вунă процентне патшалăх шутне куçармалла турĕ.

Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Карамалькассинчи А. Несмеловăн та алимент тÿлемелле. 2011 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи июль уйăхĕ тĕлне вăл 83 пин те 049 тенкĕне çитнĕ. Суд йышăнăвĕпе ăна çичĕ уйăх ĕçлесе юсанмалла, тупăшăн вунă процентне патшалăх шутне куçармалла турĕç. Çапла вара алимент тÿлесси тупăш пуррипе çуккинчен мар, суд йышăнăвĕнчен килет. Апла пулсан ĕç вырăнĕ тупни тата парăма вăхăтра тÿлени пĕлтерĕшлĕ.

Раççей Федерацийĕн Çемье Кодексĕ çул çитмен ачан тивĕçлĕ пурнăç условийĕшĕн ашшĕ-амăшĕ ответлине çирĕплетет. Çавăн пекех çул çитнĕ, анчах ĕçлеме пултарайман ачасене те вĕсенех тивĕçтермелле. Ашшĕ-амăшĕ те ĕç çулне çитнĕ ачасен тимлĕхпе хÿтлĕхне тивĕç. Енчен те саккуна пăснă тĕслĕхсем пулсан хÿтĕлеме ыйтса суда заявлени çырмалла.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика