Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ырă улшăнусем сахал мар,

17 октября 2012 г.

Иртнĕ эрнере районти полицейскисем тăхăр уйăхри ĕçе тишкерчĕç. Пакунлисен ĕçне пĕтĕмлетме Раççейри Чăваш Республики тăрăх Шалти ĕçсен министерствин обшествăлла йĕркене сыхлассине йĕркелекен тата РФ субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен управлени пуçлăхĕн çумĕ С. Наумов килсе çитрĕ. Правăна сыхлакан органсен районти представителĕсем те ĕçлĕ канашлăва хутшăнчĕç.

Пай пуçлăхĕ Е. Плечов малтанах доклад туса пачĕ, тăхăр уйăхри ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. Евгений Иванович тухса калаçнинчен полицейскисен ĕçĕнчи лайăх енсем те, тимлĕх ытларах ыйтакан ыйтусем те палăрчĕç. Граждансенчен йышăннă заявленисене тата хыпарсене тишкерессипе иртнĕ тапхăрта пĕлтĕрхинчен чылай ытларах ĕçленĕ. Çынсем полицие пулăшу ыйтса пыни е шăнкăравлани шанчăк ÿснипе те çыхăннă. Преступленисене уçса парассинче те тепĕр утăм маларах туни курăнать. Уголовлă ĕçсене чарса лартасси те пĕлтĕрхипе танлаштарсан сахалтарах пулнă. Апла сотрудниксен ĕç ăсталăхĕ ÿссе пыни пирки те каламалла. Районта çынна вĕлерессипе преступлени пулман. Куншăн, паллах, правăна сыхлас органсен кăна мар, пурин кăмăлĕ те хăпармалла. Полици сотрудникĕсем пĕр единица хĕç-пăшал туртса илнĕ (кун пекки районта юлашки 5 çулта пулманнине пĕлтерчĕç канашлура) – çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен вăл пулма пултаракан преступленисене асăрхаттарнипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн следстви уйрăмĕ хăйĕн ĕç кăтартăвĕсемпе республикăри ĕçтешĕсенчен чи лайăххи пулса тăнă. Дознани уйрăмĕн те ĕç пахалăхĕн шайĕ хăпарнине палăртрĕç.

Çав вăхăтрах уголовлă шыравăн ĕçне эффективлăрах йĕркелемелли пирки те, обществăлла вырăнсенче тунă преступленисем тавра та калаçу тĕплĕ пулчĕ.

Ял тăрăхĕсенче халăх дружинисем йĕркеллĕ ĕçлесси хальлĕхе пулса пымасть-ха. Ку ыйтупа район шайĕнче чылай ĕçлĕ калаçу пулчĕ. Анчах та дружинниксене укçан хавхалантарассине çирĕплетмен-ха. Çавăнпа та, пĕтĕмĕшле илсен, ĕçĕ хут çинче кăна темелле. Районта иртекен пысăк мероприятисенче халăх дружинникĕсене курма пулать. Анчах та ял тăрăхĕсенче кунсерен дежурствăсем йĕркелессинчен хальлĕхе эпир инçерех тăратпăр-ха. С. Наумов çак ыйтăва татса парассине вăраха ямалла маррине асăрхаттарса каларĕ. Çынсем хăйсене хăрушсăрлăхра туйни пĕлтерĕшлине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Ял тăрăхĕсем тенĕрен. Унти профилактика канашĕсен çителĕксĕр ĕçĕ пирки ку хутĕнче те трибунăран сăмах пулчĕ. Юнкă ял тăрăхĕнчи профилактика канашне тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕç. Вĕсен ырă тĕслĕхне ытти ял тăрăхĕсенче те усă курма сĕнчĕç.

Паянхи кун районта «Хăрушлăхсăр муниципалитет» тĕллевлĕ программа ĕçлет. Ăна çуркунне йышăнса пурнăçламалли ĕçсен планне çирĕплетнине С. Наумов ырларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова каланинчен ку программăпа палăртнă мероприятисене пурнăçлассинче район администрацийĕпе килĕштерсе ĕçлени сисĕнчĕ. Акă август уйăхĕнче те хушма укçа-тенкĕ уйăрса сотрудниксен ĕçĕнче тăтăш усă курмалли портативлă алкотестер тата автомашинăсен кантăкĕсем çутă кĕртессине тĕрĕслемелли ятарлă хатĕр туяннă. Çĕнĕ техника ĕçре пысăк пулăшу кÿрессе пĕлтерчĕç полицейскисем. Полицин участокри уполномоченнăйĕсене ял тăрăхĕсенче уйрăм пÿлĕмсемпе тивĕçтересси те ыйту кăларса тăратмасть. Кунта та район администрацийĕпе тачă çыхăнура пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени палăрчĕ.

Полицейскисен ĕç дисциплини пирки те, вĕсем хатĕрлекен материалсен пахалăхĕ пирки те калаçмасăр иртмерĕç ларура. Муркаш район сучĕн председателĕ Э. Тарасова тата район прокурорĕ С. Фирсов каланă тăрăх полицейскисемпе çыхăнса ĕçленĕ май вĕсем хушшинче куллен тухакан ыйтусене çийĕнчен татса параççĕ. Ĕç материалĕсен пахалăхĕ те маларах тапхăртипе танлаштарсан ÿснĕ. С. Наумов вара: «Ĕç пахалăхĕнчи çитменлĕхсене курмăш пулмалла мар, сотрудниксене тăтăшах вĕрентессине йĕркелемелле», – тесе палăртрĕ. Çакăнпа пĕрлех канашлура çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх, ача-пăча преступноçĕ, хĕç-пăшалсен саккунсăр çаврăнăшĕ тата ытти чылай ыйту тавра кулаçу пулчĕ.

«Ырă улшăнусем сахал мар, вĕсене тытса пымалла, çитменлĕхсем пирки те манма юрамасть», – çапла пĕтĕмлетÿ туса С. Наумов малашнехи плансене тĕрĕс палăртма сĕнчĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика