Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăм тÿлевпе илемлĕ

17 октября 2012 г.

Çĕрпе тĕллевлĕ те тÿлевлĕ усă курмалла. Раççей Федерацийĕ тата Чăваш Республики шайĕнче ку тĕлĕшпе саккунсем епле пурнăçланнине, çавна май патшалăх интересĕсене шута хунине çирĕп тĕрĕслеççĕ.

Муниципалитет çĕрĕпе арендăра усă курнăшăн тÿлемелли парăм район шайĕнче кăçалхи август уйăхĕ тĕлне пĕтĕмпе 2 миллион тенке яхăн пулнă. Çакăнта тĕрлĕ формăллă хуçалăхсем, предприятисем кĕреççĕ. Енчен те укçа-тенкĕ вăхăтра пухăнсан вăл е ку ĕçе пурнăçлама питĕ пысăк тĕкĕ пулмалла.

Çапах та парăм тÿлевпе илемлĕ. Ăна пурпĕр тÿлеме тивет. Унтанпа вăхăчĕ нумаях иртмерĕ пулин те, парăм шайĕ палăрмаллах чакрĕ. Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 188 пин те 200 тенкĕ юлнă. Йĕркене пăсакансемпе халĕ уйрăм ĕç пырать. Район администрацийĕ çĕрпе усă курнăшăн пурне те вăхăтра тÿлесе татма сĕнет.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика